«Эпир тăван çĕре юрататпăр»
"Ялхуçалăхăн та малашлăх пуррине, тăрăшса ĕçлесен унта та тупăш илме май килнине манăн хамăн ачамсене халĕ, вĕсем ÿснĕ вăхăтра, кăтартса-çирĕплетсе памалла. Çакна курса ĕненсен, кăсăклану çуралсан вĕсем хăйсем те ялтах юлас тейĕç. Пурте пĕлетпĕр вĕт: ял пуласлăхĕ - çамрăксенче», - тет Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми ялĕнчи фермер Эмиль Зейнетдинов.
Вăл хресчен-фермер хуçалăхне 2000 çулта йĕркеленĕ. 41 га çинче пĕрчĕллĕ культурăсем акса ÿстернĕ. Пĕр енпе çеç ĕçлени тупăш пами пулнăран 2012 çулта 50 пуç вырнаçмалăх ферма хăпартнă, Тутарстанран ăратлă 15 пуç пушмак пăру илсе килнĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлемешкĕн кирлĕ техника - МТЗ трактор /2/, ун валли погрузчик, çаврака пресс, çавăн пекех гусеницăллă трактор, тырă вырмалли икĕ комбайн тата ыттине туяннă. Паллах, кредит та илме тивнĕ. Хальхи вăхăтра Эмиль Зейнетдиновăн фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх 80 пуç, çав шутра 35 ĕне. Сĕт сăвасси лайăхлансах пырать, ăна йышăну пункчĕсене параççĕ. Вăкăрсене самăртса аш-какая ăсатаççĕ. Çавăн пекех 40 пуç сурăх усраççĕ. Кăçал 50 га урпа акнă, тухăçĕ начар мар пулнă: пĕр гектартан - 28 центнер. 87 га - пĕр çул, 25 га нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтернĕ. Хура пусă валли 50 га хăварнă.
Эмиль Небиулловича тăванĕсем нумай пулăшаççĕ - вĕсем пурте тенĕ пекех пурнăçне ялхуçалăхĕпе çыхăнтарнă-çке. Ашшĕ Небиулла Ямалетдинович яланах комбайнпа ĕçленĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ. Амăшĕ Римма Сафеевна вырăнти хуçалăхра вăй хунă. 3 ывăлпа 1 хĕр çуратса ÿстернĕ вĕсем, ывăлĕсем виççĕшĕ те Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче /халĕ академи/ вĕреннĕ. "Пирĕнте пуринче те ял юнĕ чупать. Эпир çĕре, выльăх-чĕрлĕхе юрататпăр”, - тет экономика факультетне пĕтернĕ Эмиль Небиуллович. Сăмах май, пиччĕшĕ Рашит унпа пĕрле ĕçлет. Паллах, çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшакан мăшăрĕ Наиля Решидовна та ăна нумай пулăшать. Ĕçе ывăлĕсене те - 11-ти Айнурпа 8-ти Эльмира - явăçтараççĕ. ХФХра "ку санăн тивĕç, ку - манăн” тесе пайлама майĕ те, вăхăчĕ те çук, кашнин валлиех ĕç тупăнать. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлени-пурăнни ăнăçу тума май парать те ÿркенмен çемьене. Çуллахи вăхăтра вĕсем темиçе тракториста вăхăтлăх ĕçе илеççĕ. Зейнетдиновсем хăйсене валли тесе хурт-хăмăр та тытаççĕ, вĕсене ашшĕ пăхать. "Пирĕн йăлтах хамăрăн: пыл та, сĕтпе аш-какай та, пахчаçимĕç те. Экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçсемпе пурăнатпăр”, - тет хастар тутар.
Э.Зейнетдинов республикăри хресчен-фермер хуçалăхĕсен тата ялхуçалăх кооперативĕсен ассоциацийĕн /АККОР/ йышĕнче тăрать. Ун урлă топливо, вăрлăх йÿнĕрехпе туянма, техника илнĕ чухне лизинг мелĕпе усă курма май пуррине палăртрĕ фермер. Ассоциаци пулăшăвĕпе ытти ХФХ ертÿçисемпе тĕл пулнине, вĕсен опычĕпе паллашнине те пĕлтерчĕ. Хăйĕнпе тачă çыхăну тытакансене хаçат урлă тав турĕ вăл.
Эмиль Небиулловичăн тĕллевĕсем пысăк: сăвакан ĕнесен шутне 70 пуçа çитересшĕн вăл, çавăнпа кăçал çĕнĕ ферма тума пуçланă. 100 пуç вырнаçаканскерне сĕт пăрăхĕ те, ăна сивĕтекен хатĕр те, тислĕк кăларакан транспортер та лартасшăн. Хăйсем туса илекен тырра упрамашкăн пысăкрах склад тума та ĕмĕтленет вăл. Ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртмешкĕн фермера ХФХ пуçлăхĕсене çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене аталантарма паракан грант - ăна вăл конкурса хутшăнса çĕнсе илнĕ - май парĕ. Эмиль Зейнетдинов патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕшĕн ЧР Ялхуçалăх министерствине, Патăрьел район администрацине тата Ыхраçырми ял тăрăхĕнче ĕçлекенсене чĕререн тав тăвать.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА