Тĕллевсем паллă, çитĕнÿсем курăмлă
Уй-хир пушаннă, тырпул пÿлмене кĕнĕ. Апла ĕç-хĕле пĕтĕмлетме те вăхăт. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина малтанхи кăтартусемпе паллаштарать.
- Кăçал пахча çимĕç, тыр-пул мĕн чухлĕ пуçтарса кĕртнĕ? Рынока хамăр çимĕçпе тивĕçтерме пултарăпăр-ши?
- Республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене йăлтах пуçтарса кĕртнĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх - 571,4 пин тонна вырса çапнă. Елчĕк ?46,9 пин тонна%, Çĕрпÿ /44,1 пин/ районĕсенче чи пысăк кăтарту, гектарти вăтам тухăç - 20,6 центнер. Шупашкар /22,9 центнер/, Елчĕк /22,7/, Вăрнар тата Етĕрне /22,5/ районĕсенче уйрăмах лайăх тухнă вăл. Çакна та палăртмалла, 2014 çулта пĕр-чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ 21,8 центнерпа танлашнăччĕ. Чăн та, кăнтăр енчи районсенче ?Патăрьел, Комсомольски, Шă-мăршă, Елчĕк% кăçал çулла типĕ тăни тухăçа палăрмаллах чакарчĕ. Республикăри «сарă ылтăн» туса илнĕ çĕрте вĕсен тÿпи - 25 процент, çĕр улмипе - 30.
Юлашки вăхăтра куккурус лаптăкĕ ÿснĕ. 2010 çулта 2,4 пин гектар йышăннă пулсан, кăçал - 2,8 хут пысăкрах. Чăвашстат кăтартăвĕпе кăçал ял хуçалăх организацийĕсем, фермерсем куккурус 11 922 гектар акнă, çав шутра силос-сенаж, симĕс апат валли - 9345 га.
Виçĕ çул каялла куккурус вăрлăхлăх çитĕнтерме ты-тăнчĕç. Унччен çак тĕллевпе 500 гектар кăна акнă ?Вăрнарти аш-какай комбиначĕ%, кăçал - 2,5 пин гектар.
Пысăк предприятисемпе фермер хуçалăхĕсенче 9,6 пин гектар çинчен 210,2 пин тонна çĕр улми пуçтарса кĕртнĕ /2014 çулта - 143,4 пин/. Гектарти вăтам тухăç - 218, 5 центнер /пĕлтĕр - 163,7/. Чи пысăк тухăç Шупашкар /250 ц/, Красноармейски /239,2/ тăрăхĕсенче.
Пахча çимĕç 868 гектар çинчен 21,4 пин тонна тухнă. Кашни гектартан вăтамран 246,6 центнер. Ку енĕпе Куславккасем малта - гектарти вăтам кăтарту - 617,5 центнер.
Хăмла 87,3 гектар çинчен 175,8 тонна татнă. Кашни гектартан вăтамран 20,1 центнер /иртнĕ çул - 12,8/. Сахăр кăшманĕ 670 гектар çитĕнтернĕ. Гектар пуçне вăтамран 187,6 центнер пулнă. Сăмах май, республикăри икĕ хуçалăх /Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирмăпа Сергунин фермер хуçалăхĕ/ сахăр кăшманĕн тухăçлăхĕпе Раççейри конкурсра палăрнă.
2016 çул валли кĕрхи культурăсем 82,1 пин гектар /палăртнин 82,1 проценчĕ/ акнă. Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Елчĕк районĕсенче çеç ку енĕпе плана тултарнă. Кĕрхисем сахалрах акнă май çуркунне ĕç калăпăшĕ палăрмаллах ÿсĕ. Çĕртме 181 пин гектар тунă.
Выльăх-чĕрлĕх валли утă - 102,9 пин /палăртнин 143,3 проценчĕ/, сенаж - 235,7 пин /138,9/, силос 194,2 пин /97,2/ тонна янтăланă. Условлă выльăх пуçне 30 центнер апат единици тивет.
- Ÿсен-тăран продукцине йĕркеллĕ техникăсăр туса илеймĕн. Анчах паян ăна туянма пурин те вăй çитмест. Патшалăх аграрисене ку енĕпе пулăшать-ши?
- Республикăри аграрисем РФ Правительствин «Ял хуçалăх техникине туса кăларакансене субсиди памалли йĕрке çинчен» йышăнăвĕпе /2012 çулхи раштавăн 27-мĕшĕ, 1432 // анлă усă кураççĕ. Программăпа вĕсем Раççейри предприятисен çĕнĕ техникине йÿнĕрехпе туянаççĕ.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне техника илме 85 килĕшÿ/146,26 млн тенкĕлĕх/ тунă. Кăçал Чăваш Енре ăна сутакан предприятисене 390 млн тенкĕлĕх субсиди пама пăхнă.
- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнлерех сывлать-ши?
- Кăрлач-авăн уйăхĕсенче аш туса илесси - 115,8, сĕт 100,6 процентпа танлашнă. Тĕп кăтартăва йĕркелекенсем - ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер /хресчен/ хуçалăхĕсем. Вĕсенче кăтартăва 23,3 процент ÿстернĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх - кăçал выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп какайĕ 115 пин тонна е иртнĕ çулхин 115,6 проценчĕ чухлĕ пулмалла. Шанăç ытларах чăх-чĕп предприятийĕсенче. Хальхи вăхăтра «Юрма» агрохолдингра чăх-чĕп комплексне тĕпрен çĕнетеççĕ.
9 уйăхра ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче сĕт туса илесси 12,4 процент хăпарнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 423 пин тонна /иртнĕ çулхин 100,5 проценчĕ/ çитмелле.
Апат-çимĕç продукчĕсен производство индексĕ çак тапхăрта пĕлтĕрхипе танлаштарсан 110,4 процент пулнă.
- Фермер хуçалăхĕсем патшалăх пулăшăвне туяççĕ-и? Кăçалхи пулăшу курăмлă-и? Укçа-тенке фермерсем хăш отрасле ытларах хываççĕ: выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран...
- 2012 çултанпа республикăра фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье ферми йĕркелекенсене патшалăх енчен пулăшмалли программăсем пурнăçланаççĕ. Çемье ферми йĕркелеме гранта тивĕçнĕ фермерсем лаша /1 çын/, сĕт паракан выльăх /19-ăн/, ашлăх выльăх /2-ĕн/ ĕрчетеççĕ. Çакна палăртма кăмăллă: 2014 çул вĕçленнĕ тĕле мăйракаллă шултра выльăх йышĕ çемье ферминче 2757 пуçа çитнĕ /кăçалхи утă уйăхĕ тĕлне - 3701 пуç/. 53 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Тăватă çулта фермер ĕçне пуçăнакансенчен программăна хутшăнма 596-ăн кăмăл тунă. Çав шутран 184-шне конкурспа суйласа илнĕ. Вĕсем тырă, пахча çимĕç, севок сухан çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, пулă, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ.
- Республикăра сĕт паракан, ашлăх выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетесси вăй илсех пырать. Пысăк комплекссем хута каяççĕ. Çак тапхăрта мĕн тума май килнĕ тата палăртнă?
- Хальхи вăхăтра агропромышленноç комплексĕ умĕнчи тĕп тĕллев - ют çĕршыври ял хуçалăх продукцине вырăнтипе улăштарасси, регионра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Çавăнпа ĕне выльăх фермисене юсаса çĕнетесси, тăвасси тĕп вырăнта. Çĕнĕ технологипе çĕкленĕ фермăсемпе комплекссем паха чĕр тавар туса илме, ĕне йышне ÿстерме пулăшаççĕ.
Пысăк тухăçлă ĕне усрама каякан тăкакăн пĕр пайне саплаштарма республика бюджетĕнчен субсиди параççĕ. Сĕт паракан выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетессипе тĕллевлĕ ĕçленипе, патшалăх енчен пулăшнипе иртнĕ çул кашни ĕнерен 4665 килограмм сĕт сунă.
Кăçал республикăра сĕт-çу фермисене юсаса çĕнетессипе, тăвассипе 19 инвестици проекчĕ хута каймалла: Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче /1 пин ĕне вырнаçмалăх ферма/, «Атлашевский» хуçалăхра /800 ĕне валли комплекс/, «Акконд-агро» пĕрлешÿре /360 пăру валли вите тата ăратлă, çамрăк выльăх туянни/ тата ытти те. Çакна пурнăçа кĕртсен кăçалах 7-10 пин тонна сĕт ытларах хушăнĕ.
Республикăри хуçалăхсем умĕнчи тепĕр тĕп тĕллев - 2015 çулта аш-какай 121 пин тоннăран кая мар пулмалла. «Юрма» агрохолдингра пысăк проект хута кайни - чăх-чĕп комплексне юсаса çĕнетни, «Чăваш бройлерĕ» пĕрлешÿ тухăçлă ĕçлени, «Акашевский» чăх-чĕп фабрики ?Шупашкар районĕ% производствăна ÿстерни 2015 çулта аш-какай илессине 50 пин тонна çитерме пулăшĕ. Çав шутра «Юрма» агрохолдингăн проекчĕпе - 32 пин тонна.
Аграри секторĕнче пысăк комплекссенче, холдингсенче производствăна йĕркелесе сарни пĕлтерĕшлĕ. АПК-на тухăçлă аталантарма агропромышленноç кластерĕсем йĕркелемелле. Унта мĕн пур сфера - производствăран пуçласа тирпейлесси, хатĕр продукцие сутасси таранах - кĕрет. Çакă отрасле конкуренцие юрăхлă тата тухăçлă тăвать.
Ÿсен-тăран çитĕнтерекен отраслĕн тĕллевĕ тырă кăна мар, çĕр улми, пахча çимĕç туса илессине те ÿстересси. Хальхи вăхăтра вĕсен хакĕ тупăш илме май парать. Раççей Ял хуçалăх министерстви хăмла пахчисене чĕртсе тăратма пулăшасшăн. Чăваш Республики вара çĕршывра хăмла çитĕнтерессипе тĕп регион шутланать. Ку хăмлаçăсемшĕн хушма пулăшу пулĕ.
Хальхи вăхăтра «Ольдеевская» агрофирмăра теплица комплексне çĕнетсе хăватлă оборудованисем вырнаçтараççĕ. Çакă тухăçа хăпартнипе пĕрлех тăкака чакарать.
- АПК отраслĕнче хушма хуçалăхсен пĕлтерĕшĕ те пысăк. Вĕсене патшалăх пулăшăвĕ тивĕ-ши?
- Хушма хуçалăха çăмăллатнă кредитпа аталантарасси анлă сарăлнă. Республикăри кашни виççĕмĕш çемье унпа усă курнă. Пĕчĕк секторта выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Çĕнĕ технологипе çемье фермине тăвасси пĕлтерĕшлĕ. Хушма хуçалăх тытса пыракансем час-часах фермера куçаççĕ, ĕçе аталантарма патшалăхран пулăшу, субсиди илеççĕ.
Республика пĕр пин çын пуçне çурт-йĕр тăвассипе малтисенчен пĕри. 2003 çултанпа 5 млн тăваткал метр хута янă.
2015 çултанпа ял тăрăхĕсенче общество пĕл-терĕшлĕ объектсем тата АПК объекчĕсем патне хытă сийлĕ çулсем тума тытăннă.
2015 çулта Чăваш Енри агропромышленноç комплексне 2724,1 млн тенкĕ /2014 çулхин 112,1 проценчĕ/ уйăрнă, çав шутран федераци бюджетĕнчен - 1933,5 млн, республика хыснинчен - 790,6 млн тенкĕ.
Лариса НИКИТИНА хатĕрленĕ.