Аталану çулĕпе

18 Çу, 2017

Икĕ алла пĕр ĕç

Тавралăх ешĕл кавирпе хупланчĕ пулин те çанталăк сивĕрех-ха. Акса-лартса хăварнисем те шăтса тухма ĕлкĕреймен. Кĕрхи ыхра вара çурхи варкăш çилпе хумханса ларать. Çумăрлă çанталăк ăна тарăн тымар ярса çитĕнме пулăшнă кăна темелле. Ыхра лаптăкĕ икĕ пĕвепе юнашар, айлăм вырăнта сарăлса выртать. Ун тавра пĕлĕтелле кармашнă йывăçсем ăна сивĕ çилтен, хĕртсе пăхакан хĕвелтен сыхлаççĕ.

20 Ака, 2017

Ферма пур тăк ял пурăнать

Шăпах çак каларăшпа пуçларĕ хăйĕн сăмахне Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» сăнавпа кăтарту хуçалăхĕн Лапракассинчи сĕт-çу фермин заведующийĕ Владислав Николаев. Ара, чĕр тавар сутса хуçалăх кĕсйине укçа-тенкĕ кĕрет-çке. Унсăр пуçне ял çынни валли ĕç пурри те паха. Виçĕ ялтан — Çимеккассинчен,Тукасран тата Лапракассинчен — килеççĕ вĕсем. 30 çын ытла тăрăшать кунта.

6 Ака, 2017

Çĕннине шыракан Любимовсем

«Ĕлĕк ял колхоз-совхоз никĕсĕ çинче тытăнса тăнă. Тăван ялăмрата, Аслă Çĕрпӳелĕнче, пысăк хуçалăх пулнă. Выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пĕр пин пуç ытла ĕне, унсăр пуçне сысна, лаша, пăру усранă. Анчах ертӳçисем улшăнса тăнă май колхоз юхăнма тытăннă. Çакна курсан чун ырататчĕ. Малашне ял çыннин мĕнле пурăнмалла? Ăçта ĕç тупмалла? Çавăнпа фермер хуçалăхĕ йĕркелеме шухăшларăмăр», – каласа парать Николай Афанасьевич Любимов. Ăна пулăшакан Светлана Васильевна Любимова та çак сăмахсемпе килĕшет.

4 Ака, 2017

Çĕр те макăрать...

Çуркунне ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçине ăçта курма пулать? Уйра е уй-хир техникине акана тухиччен тепĕр хут тĕрĕслекен механизаторсен хушшинче, паркра тетĕр-и? Тĕрĕсех. Анчах пуçаруллă, канăç мĕнне пĕлмен çын кун каçа таçта çитсе тем тума та ĕлкĕрет.

31 Пуш, 2017

Василий СЕМЕНОВ, фермер: Кӳршĕ регионсенчен те саккассем килме пуçларĕç

Куславкка районĕнчи фермер тата купăста фестивалĕ тесен республикăн кирек хăш кĕтесĕнче те тӳрех Василий Семенова ырăпа аса илеççĕ. Тĕрлĕ вăхăтра пулса çитекен тĕрлĕ сортлă купăста çитĕнтерсе, хĕл умĕн ăна халалланă уявсем ирттерсе хресчен-фермер хуçалăхĕ хăйĕн ырă ятне тавраллах сарчĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хăнасем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, Европăри çĕршывсенчен те килеççĕ. Энĕш хĕрринчи пахчара пĕрчĕллĕ культурăсем, пахчаçимĕçпе чечек калчи, çĕрулми, хăярпа помидор, пылак тата хаяр тутăллă пăрăç, тĕрлĕ çырла, баклажан, кавăнпа кабачок ӳсеççĕ. Юлашки çулсенче кунта арпуспа дыня та тухăçпа савăнтарма тытăнчĕç.

Pages