Ахрăм

10 Юпа, 2015

Хуларисен - кăмăл, ялтисен май çук

Чăваш наци музейĕн наука сотрудникĕ Светлана Асамат «Пирĕн культура туристсемшĕн кăсăклă...» статьяра палăртнă шухăшсене вуланă хыççăн çуралнă хамăн кăмăлпа паллаштарас килет.

4 Авăн, 2015

Васкакан вакка сикнĕ тет

Чăваш халăх поэчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин скульптор А.Николаев космонавт тата Калинин урамĕсем сыпăнакан лапамра СССР космонавт-летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева

15 Утă, 2015

Васканине палăксем чăнах та юратмаççĕ

Чăваш халăх поэчĕн Валери Туркайăн «Ан васкăр теççĕ пире палăксем» статьи /«Хыпар», 03.07.2015/ хамăрăн паллă ентешĕмĕрсене асăнса лартнă хăшпĕр палăк пирки авторăн чунĕ ыратнине анчах мар палăртрĕ - вăл курма, илтме, ăнланма пултаракан çынсене те шухăша ячĕ.

9 Утă, 2015

«Ачусене вилĕмрен çăлнăшăн пысăк тав!»

Ленинград блокадине асаилни. Л.И.Загоровская

«1941 çул. Шăрăх та илемлĕ çулла. Эпир, ачасем, симĕс курăк тăрăх çарран чупатпăр. Тин çуса кайнă çумăра пăхмасăр йĕпе хăйăр тăрăх, шывра та качака путеккисем пек сиккелетпĕр. Çурт çывăхĕн-че хырсемпе хурăнсем ешереççĕ. Вĕсен тураттисене тытас тесе те тăрмашатпăр. Картишĕнчи ача-пăча питĕ хаваслă.

Сасартăк аслисем çуйхашма, кăшкăрашма пуçларĕç. «Вăрçă тухнă!» - тенине пĕрре мар илтрĕмĕр. Анчах эпир, «вăрçă» сăмах мĕне пĕлтернине ăнланайманскерсем, çаплипех тринкки-транкки сикрĕмĕр.

3 Утă, 2015

Хăть ĕненĕр, хăть ан ĕненĕр...

Валери Туркайăн «Хыпарти» «Карта ăшĕнчи картасем...» статья манăн чуна та пăлхатрĕ, масар-çăва çинче картасем тытни пирки шухăш ăна вуличчен пуçра тĕвĕленменччĕ. Шÿтлерех каласан леш тĕнчерен чĕрĕлсе тухса пĕр-пĕринпе тытăçса ÿкесрен е урăх сăлтавран шикленсе çирĕпленнĕ эпир шухăшласа кăларнă йăла мар ку. Ара, пурăннă чухне пĕрне-пĕри килĕштермен самантсем те пулаççĕ-çке-ха, ахальтен мар леш тĕнче пурне те танлаштарать теççĕ.

Pages