Ахрăм

30 Раштав, 2014

Анна Алексеевнăн кинĕ

«Валентина Терешкова чăваш халăхĕн кинĕ-и?» статьяна питĕ тимлĕ вуларăм. Шăллăма Юрий Гагарин космоса вĕçсе кайнă хыççăн çуралнăран Юра ят панă. Ун хыççăн хĕрача кун çути курчĕ. Çав вăхăталла Валентина Терешкова космоса парăнтарчĕ. Çапла вара эпир аннене йăмăка Валентина ят пама ыйтрăмăр. Валентина халĕ Етĕрне районĕнчи Кăкшăм тата Пĕрçырлан шкулĕсенче хими тата биологи учителĕнче ĕçлет, вăл та Валентина Терешкова пекех пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тăвасса эпĕ шансах тăратăп.

6 Раштав, 2014

Сĕт пуçтарасси епле пырать?

Сĕтĕн сутлăх хакĕпе çыхăннă калаçăва малалла тăсатпăр. «Хыпар» ыйтăвĕсене ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей СКВОРЦОВ хуравлать

- Сĕте тирпейлекен предприятисемпе ăна пуçтаракан организацисен ертÿçисем килти хуçалăхсенчен туянакан продукци пахалăхĕпе кăмăлсăр. Ăна лайăхлатĕç-ши?

- Лайăхлатаççех, - терĕ Сергей Иванович. - Пысăк тата вăтам хуçалăхсем 2013 çулта - 14, кăçал 27 проценчĕ чи паха сĕт сутнă, заводсен премине тивĕçнĕ.

25 Ака, 2014

Йĕпреçри ăш пиллĕ тĕл пулу

«Хыпар» хаçатра пичетленнĕ «Ентеше манмаççĕ» статьяна вуланă хыççăн Йĕпреçри этнографи музейĕн Çар Мухтавĕн пÿлĕмĕнче Аркадий Самарин художник ĕçĕсен куравĕ уçăлнине пĕлтĕмĕр.

23 Ака, 2014

Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи

Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿллĕ, тивĕçлĕ шайра пăхса ÿстерес ĕçре тăван чĕлхене вĕрентни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекенсен пуплевне аталантарасси, ачасене сăмахсемпе вырăнлă та тирпейлĕ усă курма вĕрентесси тата вĕсен сăмах йышне пуянлатасси - тăван чĕлхе вĕрентес ĕçĕн тĕп тĕллевĕсем. Çав тĕлĕшпе «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă тÿпи çав тери пысăк: ача яланах çĕннине, урокра вĕрентменнине, пĕлме тăрăшать. Кăсăк та шÿтлĕ ыйтусем ачасен пуплев культурине ÿстерме пулăшаççĕ, сăмахсемпе тата фразеологизмсемпе, грамматика формисемпе тата синтаксис конструкцийĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ.

27 Пуш, 2014

Çамрăксен - яваплă тĕллевсем

«Хыпар» хаçатра нарăсăн 12-мĕшĕнче пичетленнĕ «Пире ăçта чĕнеççĕ?» статьяна тимлĕн вуласа тухрăм. Унăн авторĕ Руслан Сайфутдинов чăваш наци юхăмне малалла аталантарассипе çыхăннă нумай ыйтăва хускатать. «Чăваш наци юхăмĕн тĕплĕн, пурне те ăнланмалла пултăр тесе утăмлăн-утăмлăн çырса хатĕрленĕ идеологи çук... Идеологие палăртманран чăваш наци юхăмĕ вăл е ку пĕлтерĕшлĕ те уçăмлă тĕллев патне утни çинчен калама йывăр... Кар тăрса пĕр ĕç туса, пĕр çулпа утни çинчен каламалли те çук.

Pages