Ахрăм
Ахах та ылтăн-и вирьял чĕлхи?
«...Аслă Чăваш чĕлхин пĕр пысăк, ытарма çук илемлĕ, урăх нимĕнпе те улăштарма, саплаштарма çук хăйнеевĕрлĕ пайĕ çурхи юр купи пек ирĕлнĕçемĕн ирĕлет, кĕçех пач çук пулса тăрать, эпир вара çак инкек пирки сăмах хускатма хăратпăр», - терĕ Валери Туркай «Вирьял Чĕлхи, эсĕ - Ылтăн, эсĕ - Ахах!» хăтавра /Хыпар, 2015,
«Тăван çирĕ тăванах...»
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ пĕр статья хăйĕн ячĕпе те, хавхипе те репресси çулĕсенчи тÿнтер социологсен ĕçĕсене аса илтерет. Танлаштарса пăхар-ха, «Тăвăлпа суккăрланнă поэтсем, е авалхипе çуначĕсене амантакансем» /Иван Кузнецов, 1931/ – «Атнер П.Х., «Пусси Райт» тата ытти ĕмĕрех кăмăлсăррисем» /Валери Туркай, 2015/.
Сĕт хакĕ шухăшлаттарать-и?
Патăрьел районĕнчи Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Иван Данилов телефонпа редакцие çапла пĕлтерчĕ: "Упамса ялĕнче иртнĕ пухăва хутшăннисем килти хуçалăхсем паракан сĕт хакĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен йÿнĕреххине палăртрĕç. Мартăн пĕрремĕш çурринче кашни литра 18 тенкĕлле сутрăмăр. Çак хак - пĕлтĕрхи декабрьтенпех. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем Патăрьел райповĕн Сăкăт ялĕнчи филиалĕ, Г.Мишин, Н.Кушников усламçăсем, "Красное знамя" ЯХПК хальхи вăхăтра 19 тенкĕ тÿленине илтнĕ, çавăнпа хăйсене укçа сахалрах панăшăн кÿренеççĕ.