«Тăван çирĕ тăванах...»

24 Пуш, 2015

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ пĕр статья хăйĕн ячĕпе те, хавхипе те репресси çулĕсенчи тÿнтер социологсен ĕçĕсене аса илтерет. Танлаштарса пăхар-ха, «Тăвăлпа суккăрланнă поэтсем, е авалхипе çуначĕсене амантакансем» /Иван Кузнецов, 1931/ – «Атнер П.Х., «Пусси Райт» тата ытти ĕмĕрех кăмăлсăррисем» /Валери Туркай, 2015/.

Икĕ ятĕнче те авторăн эмоцилле хаклавĕ «мăкăрăлса» тăрать, çынна кÿрентерес кăмăл мала ÿкни курăнать. Паянхи автор ĕлĕкхи тÿнтер социологсенчен чылай иртсе кайнă, ку енĕпе вăл хăйĕн пултарулăхĕ пуррине чăннипех ĕнентерет. Ара, кам шухăшласа çитерме пултартăр «Петĕр Хусанкай» тенине кĕскетсе çырсан /аббревиатура тусан/ чăвашла мăшкăлу сăмахĕ пек вулама май килнине. Хăй вăхăтĕнче Петĕр Хусанкай Çеçпĕл Мишшин «Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар» чĕнĕвĕнчен «ЧЧ» текен аббревиатура туса хуни паллă-ха. Анчах ун чухнехи влаçăн сăнчăрти йытти пек критикĕсем те наци культуришĕн хыпса çунакан Петĕр Хусанкайран мăшкăлласа ăна çав тери мĕскĕнлетмелли мел шухăшласа кăларма ăс çитереймен-çке!

Усал кăмăллисем тупăнсан автор ятĕнчен те кулса çырма пултарĕç-ха ăна, çапах-та çав шая анса ларни чыс кÿрет-ши паллă çыравçа, уйрăмах вăл пĕтĕм халăх хаçачĕн тĕп редакторĕ, Раççей президенчĕн шаннă çынни пулсан. Тепĕр тесен, «тĕнче шайĕнчи интеллектуалăмăр» тесе мăшкăлласа çыракантан аяларах тем пек тăрăшсан та анса лараймăн. «Шипкă умнăй», «паттÿшки», «никам та ирĕк паман», «мĕнле хăйнă», «путсĕрсем» евĕрлĕ хаклавсем те çав тĕпĕнчисен сăмахĕсемех.

Статья ятĕнче «ĕмĕрех кăмăлсăррисем» тени пур, вăл влаç ĕçĕпе кăмăлсăр çынсене пĕлтерет-тĕр, чи малтан интеллигенцие ĕнтĕ. Совет влаçĕн наци политикипе çырлахсах çитереймен çынсен йышне Çеçпĕл Мишшинчен пуçласа Валерий Туркай таранах кĕртме пулать. Хрущев саманинче Ç.Элкерпе П.Хусанкай хăюллăн сасă панă, тăван чĕлхемĕре хÿтĕлеме пултарнă. В.Туркай хăй те 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çавăн йышши тĕрлĕ акцисене хастар хутшăнатчĕ. Влаç ĕçĕпе çырлахсах çитеймен çынсем паянхи кун та пур. Ку вăл демократи пур патшалăхшăн йĕркеллĕ япала пулмалла. Атнер Хусанкай интервьюра хăйĕн шухăшне палăртнине те хăрушă пулăм пек йышăнма кирлĕ мар, ку вăл пĕр çын шухăшĕ.

Паян пире урăххи пăшăрхантармалла, нумай шухăшлăха пĕтерес, çăварсене вăйпа хуплас текенсен йышĕ ÿсни, çавăн йышшисем кунсерен хаярланса пыни. Вĕсене вĕслетсе яраканĕсем пурах ĕнтĕ. Паллă политиксене куç умĕнчех вĕлерме май килет пулсан чăваш ĕçне тăвакан пĕр-пĕр хастар ятне варалама хăюлăх çитерекенсем тупăннинчен мĕн тĕлĕнмелли пур. Ятлă-сумлă поэтăмăрăн пултаруллă ывăлне /статья авторĕ ăна «вĕçкĕн ывăл» тесе элеклет/ пĕтĕм чăваш халăхĕн /тĕп редакторăн мар!/ хаçатĕнче «хĕнени», унăн ятне варалама хăтланни нумай шухăшлăх самани иртсе пынине, тоталитарлăх хĕлĕ чăваша та çитнине пĕлтермест-ши? Икĕ питлисене хăратмĕ-ха ку реакцилле пулăм, нацин таса чунлă интеллигенцийĕн вара 30-мĕш çулсенчи репрессисем таврăнасран шикленмелли сăлтавĕсем çителĕклех.

Питлеве тивĕçнĕ статья «ирĕклĕх» сăмаха ăнлантарнипе вĕçленет, «çынсен умĕнче, Турă умĕнче» чунпа таса пулмалла, кăкăрта «юратупа хĕмленмелле, çынна хисеплемелле». Çак пахалăхсем авторăн мĕн чухлĕ юлнă-ши? Кăна пĕр Турă кăна пĕлет, ăна ĕç пÿлĕмне митрополита чĕнсех сăвапланипе улталаймăн, тÿресене йăпăлтатса юранă пек юраймăн. Турă вăл çылăхлă çынсене хăй хÿттине илекенĕ мар, усал-тĕселе аçа-çиçĕмпе хÿтерсе çÿрекенĕ /Кашкăр Йăванĕсен Кĕçтенттинĕ хайланă «Шуйттан чури» трагедие аса илер-ха/. Эсĕ, Туркай, хăвăн тăван чăвашна сăмахпа вĕлерме хăтлантăн /трагедире йăлтах мулшăн, шуйттан илĕртнипе вĕлереççĕ/. Çав хайлав мĕнпе вĕçленнине пĕлетĕн-çке, Турра хăвăн çумăнтан хăвалакан çыннăмăр. Тархасшăн, çырма чарăн çав синкер шăпаллă трагедие! Ăмсанчăк та вĕтĕ кайăксене Атнер-ăмăрткайăкăмăра сăхса туллама памăпăр.

Виталий Родионов,

Раççей ăслăлăхĕсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, филологи докторĕ, профессор

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.