Васкакан вакка сикнĕ тет

4 Авăн, 2015

Чăваш халăх поэчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин скульптор А.Николаев космонавт тата Калинин урамĕсем сыпăнакан лапамра СССР космонавт-летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне Андриян Николаева сума суса лартнă палăк хăйĕн илемĕпе, кĕлеткин шайлашулăхĕпе, вырăнĕпе монумент искусствин саккунĕсене тивĕçтерменни çинчен «Хыпарта» пичетленĕ статьясемпе кăсăкланса паллашрăм. Манăн та хамăн шухăша пĕлтерес килет.

2011 çулта Раççейре Космонавтика çулталăкĕ иртрĕ. Çавна май республикăра мероприяти чылай пулчĕ. ЧР Культура министерстви август уйăхĕнче тĕнче уçлăхĕн паттăрне хисеплесе тĕп хулара палăк вырнаçтарассине пĕлтерчĕ. Шупашкар хула администрацийĕ çав çулхи апрель уйăхĕнче - палăка лартиччен пилĕк уйăх маларах - скульптурăн эскиз проекчĕсен конкурсне ирттересси çинчен хыпарларĕ. Конкурса хутшăнакан скульпторсен проекта, конкурс çĕнтерÿçин палăка тума, çав хушăра мĕнле ĕлкĕрмелле-ши? Питĕ талантлă скульптор та çак ĕçе тăватă уйăхра пысăк пахалăхпа тата илемлĕ, çынсене килĕшмелле тăваймасть. Пĕрремĕш çитменлĕх - комисси кÿлепеçĕсене вăхăт çителĕксĕр пани. Скульпторсен пĕр уйăх хушшинче эскиз проекчĕпе космонавт кÿлепине пластилинран пĕр метра яхăн çÿллĕш тумаллаччĕ. Çак икĕ ĕçе пурнăçлама çăмăл пулмарĕ. Эскиз проектне хатĕрлеме тата пулас палăк модельне сăнарлама сахалтан та виçĕ уйăх уйăрмаллаччĕ.

Чăн та, конкурсçăсенчен пĕрне вăхăт чылай ытларах панине республика хаçачĕсене вуласа пĕлтĕмĕр. Ку ытти кÿлепеçĕне тĕлĕнтерчĕ. Конкурс иртмен, комисси чи килĕшÿллĕ, шайлашуллă, паха проекта суйласа илмен - нихăçан палăк туса курман ăслайçă эскиз проекчĕпе 2011 çулхи январь уйăхĕнчех, комисси конкурс ирттересси çинчен мартăн 20-мĕшĕнче пĕлтеричченех, ĕçленĕ. Республикăри общество организацийĕсенчен пĕрин ертÿçи палăк çĕклемелли проектпа Чăваш Енри паллă çынсенчен пĕрне паллаштарни çинчен те хаçатра икĕ уйăх маларах хыпар пичетленсе тухрĕ. Çав ертÿçĕ пиçсе çитмен проекта йышăнтарассишĕн влаç органĕсенче нумай чупрĕ, вăл чи лайăххи тесе ĕнентерчĕ.

Скульпторсем тăратнă проектсене комисси хакласа пĕтĕмлетичченех «çĕнтерÿçĕ» тар кăларсах эскиз тунă чухне ытти кÿлепеçĕ саккунпа килĕшÿллĕн конкурс тутарассишĕн хула администрацийĕн архитектура енĕпе ĕçлекен яваплă çыннинчен ăна йĕркеллĕ ирттерме ыйтрĕ. «Чи ăнăçлă проекта суйласа илсен çеç чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе çÿллĕ шайра пурнăçлама пулать», - терĕмĕр.

Шел, конкурса ячĕшĕн çеç ирттерчĕç. Хăйĕн мăнаçлăхĕпе, куракана хăпартлантарассипе, илемĕпе иртен-çÿрене тыткăнлакан палăк проектне суйласа илмерĕç. Комисси скульптурăна тума маларах пуçланă, палăк лартассипе сахал опыт пухнă автор ĕçне кăмăлларĕ. Шел, комиссире тăракансем монумент искусствинче хăйсен пултарулăхне яр уççăн кăтартнисенчен пĕрин ĕçне те тивĕçлипе хакламарĕç. Çак сăлтавсене пула тĕп хуламăрта пысăк пахалăхлă скульптурăн илемлĕ тепĕр тĕслĕхĕ хушăнаймарĕ. А.Николаев палăкне лартма урăх вырăн суйласа илмеллеччĕ. Çĕнтернин проекчĕпе килĕшÿллĕн паттăра пичĕпе çурçĕр еннелле пăхтарчĕç. Кун каçипе пит-куçĕ çине хĕвел ÿкмест, çавăнпа вăл тĕксĕм курăнать. Кÿлепипе хĕвелтухăç е кăнтăр еннелле çавăрса тăратмалли вырăн тупмаллаччĕ. Специалистсем палăк кÿлепинче шайлашу çитменнине палăртрĕç. Ю.Гагарин палăкĕ ăнăçлă пулса тухнă. Юрий Алексеевич сăнарĕ çынсене хавхалантарать, тĕнче уçлăхĕ çинчен шухăшлаттарать.

Сăмахăма çапла пĕтĕмлететĕп: тĕп хулара монумент скульптурисем лартас ĕçе васкаса тумалла мар. Ăна пурнăçлама кÿлепеçĕсене вăхăт çителĕклĕ памалла. Эскиз проекчĕсене пахалакан комиссие ытларах искусство вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлекен специалистсене кĕртмелле. 2011 çулта комисси членĕсенчен хăшĕ-пĕрин палăк лартас енĕпе нимле пĕлÿ те çукчĕ. Конкурс темиçе тапхăртан ирттĕр. Информацин йышлă хатĕрĕсем урлă эскиз проекчĕсемпе халăха паллаштармалла. Çĕнтерÿçе палăртнă чухне çынсен сĕнĕвĕсене те шута илмелле.

Владислав ЗОТИКОВ,

скульптор, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.