«Ачусене вилĕмрен çăлнăшăн пысăк тав!»

9 Утă, 2015

Ленинград блокадине асаилни. Л.И.Загоровская

«1941 çул. Шăрăх та илемлĕ çулла. Эпир, ачасем, симĕс курăк тăрăх çарран чупатпăр. Тин çуса кайнă çумăра пăхмасăр йĕпе хăйăр тăрăх, шывра та качака путеккисем пек сиккелетпĕр. Çурт çывăхĕн-че хырсемпе хурăнсем ешереççĕ. Вĕсен тураттисене тытас тесе те тăрмашатпăр. Картишĕнчи ача-пăча питĕ хаваслă.

Сасартăк аслисем çуйхашма, кăшкăрашма пуçларĕç. «Вăрçă тухнă!» - тенине пĕрре мар илтрĕмĕр. Анчах эпир, «вăрçă» сăмах мĕне пĕлтернине ăнланайманскерсем, çаплипех тринкки-транкки сикрĕмĕр.

Ку таранччен тулăх пурнăçпа пурăнаттăмăр, ĕнтĕ сĕтел çинче канфет кăна мар, ытти çимелли те тулăх выртми пулчĕ. Мĕншĕн апла пулнине ниепле те ăнланаймастăп.

Пĕр кунхине анне урăх хулана каясси пирки калаçкаларĕ. Кĕçех япаласене миххе чиксе кĕтессе купаларĕç. Эпир, ачасем, хавассăн çеç вĕсем урлă сиксе каçрăмăр, ахăлтатса пытанмалла вылярăмăр.

Яланах хаваслă çÿренĕ анне çеç мĕншĕн пирĕнпе савăнманнине те чухлаймастăп. Кунсерен пусăрăнса хуйхăллă çÿреме тытăнчĕ. Тепĕр чух вăрттăн та макăрать. Пирĕнпе те унчченхи пек ăшшăн та йăвашшăн пуплемест.

Пĕр кунхине машина çитрĕ, хваттере çар çыннисем кĕчĕç.

- Нушаран тармалла сирĕн, халĕ эвакуаципе урăх хулана илсе кайăпăр, - терĕç вĕсем.

Анне сиксе чĕтрет, унталла та кунталла утма тытăнчĕ.

- Кунтах манăн ачамсем, кунтах хваттер. Пирĕн йышлă çемьене аякра такам хапăлласа кĕтсе тăтăр ĕнтĕ. Кама кирлĕ эпир, ытлашши пырсем? Пирĕн тăван-пĕтен çук, никам патне кайма та пĕлейместпĕр. Çавăнпа та хăть те мĕн тăвăр пирĕнпе, анчах ниçта та пĕр утăм тăвас кăмăлăм çук. Ан та ÿкĕтлĕр, ан та чăрманăр, - терĕ куççульне шăлса.

Хайхисем унăн сăмахне итлесшĕн пулмарĕç. Пире вăйпах пÿлĕмрен илсе тухма тăчĕç. Эпир, пĕчĕккисем, кăшкăрса макăрма тытăнтăмăр. Анне те куççульпех йĕрет. Тинех пирĕн çине алă сулса тухса кайрĕç çар çыннисем. Эпир хуларах юлтăмăр, анчах темиçе эрнерен, 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Ленинград блокади пуçланчĕ.

Анне кашни кунах хуларан икĕ çухрăмра вырнаçнă совхоз çĕрĕ çине çÿреме тытăнчĕ. Купăста çулçисемпе кучанĕсене миххе тултарса килет. Эпир, ачасем, çавсене çăватпăр, тураса пысăк савăта тăварлатпăр. Çаксене упрама атте ятарласа нÿхреп чаврĕ. Çĕрулмипе кишĕре, хĕрлĕ кăшмана та çавăнтах хутăмăр.

Блокада пуçлансан «вилĕм» тенине час-часах илтме тытăнтăм... Пирĕн çемье еврей сĕрме купăсçăпа çав тери туслă. Вăл, С. М. Киров ячĕллĕ оперăпа балет театрĕнче вăй хураканскер, аслă аппана Адăна музыка вăрттăнлăхĕпе паллаштарма хваттере çÿрет. Уйрăмах аттепе тем çинчен те калаçма юратаççĕ. Çитменнине атте, хăй тĕллĕн сĕрме купăспа калама вĕреннĕскер, П. Чайковский произведенийĕсене тĕлĕнмелле хитре выляса парать. Сĕрме купăсçă ун çине тĕлĕнсе пăхнă май: «Маттур, маттур, пултаратăн», - тесе ларать.

Тепĕр кунне пăшăрхануллăн пырса кĕчĕ пирĕн пата вăл.

- Ленинград хулине нимĕçсем ярса илесшĕн. Çыннисене пĕр шелсĕр тĕп тума тытăнĕç. Чи малтанах еврейсене персе вĕлерĕç. Манăн тыткăна лекес килмест, çавăнпа та хуларан тухса каятăп. Италире туса кăларнă сĕрме купăссене санăн хĕрне, Адăна, парнелесе хăварăп, - терĕ.

Булка муляжĕ

Сентябрь уйăхĕ ăшă тăчĕ. Октябрьте сивĕсем пуçланчĕç. Пĕр кунхине анне мана лавккана çăкăр илме пĕрле илсе кайрĕ. Вăрăм черет аран-аран шăвать. Витрина патне çитсен, сентре çинче булка выртнине куртăм.

- Анне, анне-е-е! Çăкăр! - терĕм çавăнталла пÿрнене тĕллесе.

- Ачам, вăл чăн-чăнни мар, вăл булка муляжĕ. Вăрçăчченех туса вырнаçтарнăскер, - терĕ анне.

Эпĕ унăн сăмахне хăлхана та чикместĕп, унталлах ăнтăлатăп.

- Хĕрачи, ăна çиме май çук, вăл шăлусене хуçса, катса пĕтерет санăнне, - ăнлантарма пикенчĕç черетри çынсем.

Вĕсен сăмахне те ăша хывмарăм.

- Манăн çав шурăскере çиес киле-е-ет! Халех! Манăн хырăм выçнă! - тесе анне аллинчен вĕçерĕнсе сентре патне чупса пытăм.

Киле епле çитнине астумастăп. Куç умĕнче çав-çавах сентре çинчи булка. Пĕр кунхине, анне килте çук чухне, çав «булкăна» илме лавккана чуптартăм. Анчах шурăскере сентре çинче курмарăм...

Тăраниччен çиейменни тата сивĕ вăйран яма тытăнчĕç. Кунсерен паракан çăкăр чĕллин виçине те сахаллатрĕç: ĕçлекенсене кунне 250 грамм, ачасене 125 грамм çеç лекме пуçларĕ. Ăна вара ак çапларах хатĕрленĕ тенине илтрĕм: куккурус е ыраш çăнăхĕ çине обой тусанĕсем ярса çăраççĕ-мĕн. Çавна эпир çиетпĕр, çапах тăраниччен мар.

Çимелли ним те çук. Выçлăх пуçланчĕ. Сивĕ те ура хурать. Çутă, ăшă, шыв çукки пурнăçа пушшех йывăрлатрĕ.

...Ленинград çывăхĕнче пурăннăран пире ку енĕпе кăшт самайрах. Вутă пур - апла ăшă та пур. Кÿлĕрен вак касса шыв та йăтатпăр. Йывăç вуллисене касса чей вĕрететпĕр. 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче калама çук пысăк хуйхă пырса çапрĕ пирĕн çемьене, нÿхрепри пахчаçимĕçе, пĕр ку-пăста кучанĕ юлмиччен, вăрласа кайрĕç.

Анне кунсерен пире виçĕ хутчен вĕри апат çитерме тăрăшать. Сĕтел тавралла пуçтарăнатпăр та анне кашнин умне турилккесем лартать. Шăллăм кашнинчех хăй кăмăлсăрланăвне кăтартать.

- Ялан апат сахал ярса паратăн савăта! Мана çеç юратмастăн, ыттисене шеллетĕн! - тесе пĕрре мар кăшкăрать.

Анне пĕр сăмахсăр манăн савăтпа унăн савăтне улăштарса лартать. Кун пек те юрама çук ăна.

- Анне! Каялла пар хамăн пая! - тет куççульне юхтарса.

Пĕр кунхине çакăн пек пăтрашуллă апатлану вăхăтĕнче аннен пиччĕшĕ Яков Илларионович кĕрсе тăчĕ.

- Юратнă Яша кукка, нумай ача ашшĕ. Пирĕн пата тахçантанпах килменччĕ... - терĕм вăйсăр сасăпа.

Анчах вăл ытти чухнехи пек шÿтлесе калаçаймарĕ. Пальтовĕ çине юр çыпçăнса пĕтнĕскерĕн вăйĕ пачах çуккине ăнланса илтĕм. Ури çинче аран тăрать, çавăнпа эпир ăна хывăнма пулăшрăмăр та ăшăнма кăмака çумĕнчи вырăн çине вырттартăмăр.

- Марфа, тархасшăн, мана мĕн те пулин çимелли парсам, - тилмĕрчĕ кукка аннене чĕтренсе тухакан сассипе.

- Ах, манăн нимĕн те çук-çке... - пулчĕ кĕске хурав.

- Хăть кăшт та пулин... Ара, ачасен чашăкĕсенчен пĕрер кашăк яшка ăсса пама пулатех ĕнтĕ. Хĕрхенсем мана...

Кашни турилккерен анне пĕр кашăк яшка ăсса илчĕ. Апат савăт тĕпне те сарăлманнине кура анне хăй пайне те пиччĕшĕ умне лартрĕ.

Кăштахран кукка кăмака çумĕнчен тăрса сак çине ларчĕ. Умне хаçат хурса çÿçне турама тытăнчĕ. Хаçат çине пăт та пат пыйтăсем тăкăнма тытăнчĕç.

- Мĕн тăватăн эсĕ! Капла манăн ачасене те ертетĕн! - кăшкăрса ячĕ анне аллисемпе çăварне хупласа.

- Хăрама кирлĕ мар. Çаксене кăмакана пăрахса çунтармалла. Сирĕн кăмака пур килте, пирĕн - çук, - тесе хаçата кăмакана вăркăнтарчĕ Яша кукка.

Тепĕр кăштахран вăл килне тухса кайрĕ. Анне уншăн питĕ кулянма тытăнчĕ. Кантăк патне пĕрре мар пырса пăхрĕ.

- Кун пек çанталăкра килне çитейĕ-ши? - тесе пăлханчĕ.

Унтан, чăтайман енне, вĕсем патне кайма шут тытрĕ. Каçхине ÿлесе макăрса таврăнчĕ пирĕн анне... Мĕн курнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама тытăнчĕ.

Ылтăн укçа тупни

«Питĕ сивĕ хваттере пырса кĕтĕм. Никам та çук. Пиччен кравачĕ çинче аслă хĕрĕ темиçе хут утиялпа чĕркенсе выртнине курах кайрăм, унта хыпаланса пытăм.

- Аçу ăçта? - ыйтрăм тÿрех.

- Пĕлместĕп. Килте çук вăл, - терĕ вăл.

- Ыттисем ăçта?

- Тепĕр пÿлĕмре. Пурте вилнĕ...

- Чим, эсĕ вилнисемпе епле пурăнатăн? Мĕншĕн кама та пулин пĕлтерместăн?

- Кун пирки уйăх вĕçĕнче кăна хыпарлăп. Унччен вĕсен карточкисемпе усă курса юлмалла манăн.

Ăна урăх итлемерĕм. Вилнисене урама илсе тухма шутларăм. Хĕрача чупса пычĕ, мăйран уртăнчĕ.

- Мăнакка! Турă пул, тархасшăн, ун пек ан хăтлан... Хальлĕхе хваттертех выртчăр вĕсем. Унсăрăн эпĕ те выçса вилетĕп, - тесе ĕсĕклесе макăрчĕ.

Темччен ÿкĕтлерĕм эпĕ ăна. Вилесене простыньпе чĕркесе никам куриччен урама тухса хурăпăр, кайран вĕсене пуçтарса кайĕç терĕм. Килĕшрĕ. Эпĕ вара пĕчченех пиччен арăмĕпе пилĕк ачине йывăç айккине вăрттăн тухса хутăм. Пичче те çул çинче вилсе кайнине чĕрепе туйрăм. Шел», - тесе макăрса каласа пачĕ пире анне.

Кăçалхи хĕл ир ларчĕ. Йывăçсенчи çулçăсем тăкăнса та пĕтеймерĕç, тавралăх шурă юрпа витĕнчĕ.

- Выçлăх çулĕ пулать, - терĕ анне пăшăрханса.

- Ăçтан пĕлетĕн? - кăсăкланчĕ Ада аппа.

- Çанталăка сăнанă тăрăх палăрать, - пулчĕ хурав.

Çурт тавралла юр хÿсе лартрĕ. Урама тухмалли сукмака таптаса пирчентертĕмĕр. Мана чи йывăр ĕç çакланчĕ, анне хушнипе юр тăрăх шăва-шăва юман йывăçĕ çинчен ÿкнĕ çулçăсене пуçтаратăп. «Эсĕ чи çăмăлли, юр чăтать сана», - терĕ кайран. Çапла кашни кун пĕр михĕ çулçă пуçтаратăп. Ăна пасара кайса сутатпăр та çимелли, тăхăнмалли илетпĕр.

Куллен начарланнине туятăп. Питĕ çиес килет. Пĕр кунхине Ада лавккана кайрĕ. Эпир ăна чылайччен кĕтрĕмĕр, вăл çук та çук. Каç енне макăрса килчĕ.

- Анне! Манăн карточкăсене палламан çын туртса илчĕ-ĕ-ĕ! Хама тарăн шăтăка тĕртсе хăварчĕ. Чылай лартăм унтан тухаймасăр, - терĕ ĕсĕклесе.

- Юрать, ан макăр. Турра шĕкĕр, хăв сывах таврăнтăн. Ĕнтĕ мĕнле те пулин пурăнкалăпăр, - лăплантарчĕ анне аппана.

Çулла. Хĕлле валли тĕрлĕ курăк пуçтаратпăр. Хваттер йăлтах курăксемпе, туратсемпе тулса ларчĕ.

Вăрçă пуçланнă çулхине вăрман çывăхĕнче аэродром тума тытăннăччĕ. Летчиксем валли çĕрпÿрт, хĕç-пăшалсем валли складсем те хатĕрлеме пуçăннăччĕ. Кайран çак ĕç чарăнчĕ. Ак халĕ каллех çав вырăнта тăрмашма тытăнчĕç те пуçăннă ĕçе вĕçлерĕç. Аттене унта ĕçлеме илчĕç. Летчиксене мунча хутса парать, столовăйĕнче те вăй хурать.

Атте тăрăшнипе Ада столовăйне официанткăна вырнаçрĕ. Анчах унта шăп та лăп пĕр кун çеç ĕçлейрĕ. Подноспа апат йăтса летчиксен сĕтелĕ патне утнă вăл. Начаркка аллисем йывăра пула ывăннă, кĕçех подносра мĕн пурри урайне ÿкнĕ... Пĕр вăхăт никам та нимĕн те чĕнмен, унтан шăв-шав çĕкленнĕ.

- Мĕнле хăйрăн çапла хăтланма! Ахаль те çимелли çукпа пĕрех! - кăшкăрнă ăна столовăй пуçлăхĕ.

Летчиксем вара нимĕн те шарламан, ура çине тăнă та Адăна шăккалат тыттарнă, хăйсем апатланаймасăрах тухса кайнă.

- Летчиксем мана пĕр сивĕ сăмах та каламарĕç, анчах ăшра вут çунчĕ. Вĕсене апатсăр хăвартăм-çке! - тесе макăрчĕ Ада киле çитсен.

Çулла енне анне тепĕр ача çуратма хатĕрленнине пĕлтĕмĕр. Ку вăхăталла анне вăйран кайнăччĕ. Урисем шыçăнчĕç, аран-аран уткалать.

1942 çулхи августăн 15-мĕшĕнче пирĕн çемьере хĕрача çуралчĕ. Тепĕр уйăхран аннепе тата кăкăр ĕмекен йăмăкпа пĕрле хулари тепĕр хваттере кайрăмăр. Унта чиперех çитрĕмĕр, анчах пÿлĕм çав тери сивĕ пулнăран сиксе чĕтреме тытăнтăм. Анне кăмакана тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа хутса ячĕ. Сасартăк снарядсем сирпĕнни, бомба ÿкни илтĕнчĕ. Эпĕ сехĕрленнĕскер рояль айне кĕрсе лартăм.

- Ачам, тух унтан, енчен те бомба пирĕн çурт çине ÿксен рояль хĕстерсе лартĕ сана. Кил пирĕн çумма, - терĕ анне.

Хăпăл-хапăл юратнă çыннăмпа юнашар пырса выртрăм. Кайран пурте çывăрса кайнă. Анне лăсканăран вăрантăм. Пире сĕрĕм тивнĕ-мĕн. Тайкаланса урама тухрăмăр. Шăп çак вăхăтра арçынсем наçилккепе виле йăтса пыратчĕç. Пĕрин хутаçĕнчен темле тĕркем тухса ÿкрĕ. Чупса пырса илтĕм те - ылтăн укçасем! Çакна пулах хваттерте юлма шиклентĕмĕр. Çурранах каялла уттартăмăр. Ывăнтăмăр.

- Ылтăн укçа тупăнни - Турă пулăшăвĕ, - терĕ анне.

Чăнах та, вăл пире питĕ нумай пулăшрĕ пурнăçра. Акă Ада чĕрĕ кăмпа çисе вилес патнех çитрĕ. Çынсем ăна сĕт ĕçтерме хушрĕç. Кунта та «тупнă мул» пулăшрĕ. Анне пасара кайса пĕр курка сĕт туянчĕ. Чăнах та, Ада сывалчĕ.

1943 çулхине атте хăйпе вунулттăри Адăпа вунвиççĕри Валентина завода ĕçлеме илсе кайрĕ. Унта вĕсем пĕр çул тăрăшрĕç. 1944 хулхине вĕренÿ çулĕ пуçлансан анне аппапа пиччене шкула илсе кайрĕ. Анне унтан макăрса таврăнчĕ. Вĕрентекенсем аннене: «Ачусене вилĕм-рен çăлса хăварнăшăн тем пекех пысăк тав! - тесе аллисене чуптуса пĕтернĕ иккен.

Эх, тем те курса тÿсрĕмĕр вăрçă вăхăтĕнче... Унашкал хăрушă самантсене паянхи ăрун курмалла ан пултăрах».

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.