Сывлăх

3 Утă, 2021

Прививка тутарсан аванрах

Диана Данилова, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки:

- Тӗнчере хӑрушӑ чир алхасать. Юрать-ха, унран хӳтӗленме Раҫҫейре вакцина шухӑшласа кӑларчӗҫ. Эпӗ коронавирус инфекцийӗнчен прививка тутартӑм. Вакцинацие лайӑхах тӳссе ирттертӗм, халӗ те хама аван туятӑп. Ентешсене пурне те коронавирусран прививка тутарма сӗнетӗп.

www.hypar.ru
 

1 Утă, 2021

Вакцинаци чиртен хӳтĕлет

Правительство çуртĕнче иртнĕ пресс-конференцире вакцинаци темине хускатрĕç. Ыйтусене Алла Салаева вице-премьер, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вера Головач, Нина Рассказова аллерголог-иммунолог, Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп терапевчĕ Лариса Тарасова тата ыттисем хуравларĕç.

Pages