Пурне те прививка тутарма сĕнетĕп
Эдуард Павлов, Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче пурăнакан:
— Эпĕ вахта мелĕпе Мускава ĕçлеме çӳретĕп. Телее, ку таранччен коронавируспа чирлеменччĕ. Апла пулин те Раççейĕн тĕп хулинче чир ертесрен, çывăх çынсене, тăвансене чирлеттересрен шикленеттĕмччĕ. Мускавран таврăнсан анне патне /вăл уйрăм çуртра пурăнать/ кайма та тăхтаса тăраттăм. Манăн икĕ юлташа /питĕ тĕреклĕ арçынсем вĕсем/ асаплантарнăччĕ ку амак. Пĕрин пурнăçне тухтăрсем аран çăлса хăварнă. Хăш-пĕр çын прививкăсене сивлет. Маншăн сывлăх тĕп вырăнта. Прививка тутарине йĕркеллĕ пулăм тесе шухăшлатăп. Мăшăрăм медик пулни те ырă витĕм кӳрет. Спутник V – пе прививка тутарнăранпа уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Икĕ уколне те аванах тӳссе ирттертĕм. Иккĕмĕшне тутарсан иккĕмĕшпе виççĕмĕш кунĕсенче шăм-шак ыраткаларĕ. Ку ĕнтĕ çамрăк чухне ирĕклĕ мелпе кĕрешнĕ чухне аманнисем хăйсем çинчен аса илтерчĕç. Прививка тутарнă хыççăн хам çирен йывăр çĕклеме илсе пăрахнăнах туйрăм. Халĕ Мускава каятăп, килетĕп, анне патне те пулăшма çӳретĕп. Хама питĕ ирĕклĕ туятăп. Чунра та лăпкă. Çавăнпа пурне /ковидпа чирлеменнисене уйрăмăах/ те прививка тутарма сĕнетĕп. Сăмах май, çывăх çынсем пурте прививка тутарнă. «70-ти аннепе 87-ри хуняма мĕнле тӳссе ирттерĕç-ши?» - тесе хăранăччĕ маларах. Вĕсем вара: «Черчен ача эсĕ», - тесе мана тăрăхлатчĕç.
Комментари хушас