Сывлăх

16 Утă, 2021

«Вакцинациленни пĕлтерĕшлĕ»

Надежда ЩЕРБИГИНА, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлет, дизайнер:

— Манăн юнри сахăр виçи, холестерин шайĕ пысăк. Коронавирус аптăратсан чирпе кĕрешме йывăр пулĕ тесе прививка тутарма шухăшларăм. Хамăра упрамаллах. Вакцинациленни сывлăхшăн усăллă. Паян пĕрремĕш прививка тутартăм, хама аванах туятăп. Вăхăт иртсен вакцинацин иккĕмĕш тапхăрĕ витĕр тухăп.

14 Утă, 2021

Хама лайăхах туятăп

Светлана ФЕДОТОВА, вĕрентекен, Шупашкарти 24-мĕш шкул:

- Паянхи кун республикăра халăха вакцинацилессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Эпир, вĕрентекенсем, яланах ачасемпе, çавăнпа хамăр пирки çеç шухăшламалла мар. Эпĕ те коронавирусран прививка тутартăм, ăна çăмăллăнах тÿссе ирттертĕм, температура пулмарĕ. Халĕ хама аванах туятăп. Йăмăк та вакцинациленчĕ, вăл та хăйне лайăхах туять. Пурте пĕрле тăрăшсан чире çĕнтеретпĕрех. Сывлăхлă пулăр!

13 Утă, 2021

Короновирусран прививка тутармаллах

Степанида ЖИТОВА, 66 çулта, Куславкка районĕ, Эплес:

— Эпир çемйипех пуш уйăхĕнчех прививка тутартăмăр. Юлташсем те, тăвансем те вакцинациленнĕ. Тухтăрсем хушнине пурнăçлама тăрăшатăп. Чир хăвăртах çакланать. Ав, пирĕн кӳршĕ те çав амака пула пурнăçран уйрăлчĕ. Вăл маска тăхăнмастчĕ, чиркĕве çӳретчĕ, нимĕн те пулмасть тетчĕ. Общество вырăнĕсенче яланах хӳтлĕх хатĕрĕ тăхăнатăп. Хамăра хамăрӑн хӳтĕлемеллех.

Pages