Сывлăх
Вакцинаци — пурнăç ыйтăвĕ
Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăра 2,5 пин çын вилнĕ — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 7,1% нумайрах. Кун пирки сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура каларĕ.
Коронавируспа текех чирлес килмест
Улатӑрта хула кунне палӑртмасан та пултараҫҫĕ
Ҫапла палӑртрĕҫ паян ЧР Правительство ҫуртĕнче иртнĕ оперштабӑн черетлĕ ларӑвĕнче. Сӑлтавĕ - коронавирус инфекцийĕ сарӑлас енĕпе лару-тӑру ҫивĕчленнинче те. Ку ҫеҫ-и? Улатӑрта халӑха ковидран вакцинацилес енĕпе те начар ĕҫлеҫҫĕ-мĕн. Улатӑр, Вӑрмар, Элĕк районĕсем республикӑра кая юлса пыраҫҫĕ.
Вирусăн çĕнĕ штамĕсенчен сыхланасчĕ
Галина Иванова, Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн ертӳҫи:
- Коронавируспа йывӑр чирлесрен прививка тутармалла тенипе килӗшетӗп. Ҫавӑнпа та ҫак ӗҫе хам та пурнӑҫларӑм. Мӗншӗн тесен, тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вакцинаци чире ҫӑмӑллӑнрах чӑтса ирттерме пулӑшать, вирусӑн ҫӗнӗ штамӗнчен те сыхлать.
Прививкӑна лайӑхах тӳссе ирттертӗм. Пурне те сывлӑхлӑ пулма сунатӑп.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 11
- 12
- 13
- 14
- 15
- 16
- 17
- 18
- 19
- …
- следующая ›
- последняя »