Сывлăх

12 Чÿк, 2021

Ÿпки 100 проценчĕпех сиенленнĕ хĕрарăма больницăран кăларнă

Паян Шупашкарти Афросинсен çемйишĕн калама çук хаваслă кун. Ирина Афросинăна ача кĕтнĕ тапхăрта коронавирус инфекцийĕ ернĕ. Унăн ӳпки çĕр проценчĕпех сиенленнĕ. Амăшĕпе пепкине çăлса хăварас тĕллевпе тухтăрсем ăна маларах кесерь мелĕпе çураттарнă.

8 Чÿк, 2021

Больница умĕнче – сас паллисем

Çĕрпӳри тĕп район больницин стационарĕ умне «ВЫЗДОРАВЛИВАЙТЕ» сас паллисемлĕ арт-обьект вырнаçтарнă.

«Хĕрлĕ зонăра» сипленекен пациентсене хавхалантармалли палăка 7-мĕш ача сачĕ хатĕрленĕ. Сыватмăшра выртакансене арт-обьект килĕшнĕ, хăшĕ-пĕри уншăн чĕререн тав тунă.

www.hypar.ru Medicin.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

5 Чÿк, 2021

Канмалли кунсенче чирлекенсен шучĕ сахалланнă

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче ковиканикул вĕçленĕ, учрежденисемпе организацисем хăнăхнă йĕркепе ĕçлеме пуçлĕç, анчах пурин те хăрушсăрлăх мерисене пăхăнма тивĕ: куар-кодсăр, маскăсăр кĕртмелле мар, унсăрăн ертӳçĕсене айăплĕç. Çапла йышăнчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

22 Юпа, 2021

Суя сертификатсемпе усă кураççĕ

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, чирлекенсен шучĕ ӳснипе медучрежденисенче те лару-тăру кăткăсланнă: кислород аппарачĕсем, эмелсем çитмеççĕ. Акă Хĕрлĕ Чутайри райбольницăри стационара «хĕрлĕ зонăна» куçарнă.

Pages