Комментари хушас

5 Чÿк, 2021

Канмалли кунсенче чирлекенсен шучĕ сахалланнă

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче ковиканикул вĕçленĕ, учрежденисемпе организацисем хăнăхнă йĕркепе ĕçлеме пуçлĕç, анчах пурин те хăрушсăрлăх мерисене пăхăнма тивĕ: куар-кодсăр, маскăсăр кĕртмелле мар, унсăрăн ертӳçĕсене айăплĕç. Çапла йышăнчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

Анчах Тăвай районĕпе Улатăр хулинче чару мерисем вăхăтлăха сыхланса юлĕç. Ку муниципалитетсенче чирлекен сахал мар, вакцинациленекен те нумаях мар. Республикăра вара лару-тăру лайăхланнă. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, канмалли кунсенче коронавируспа чирлекенсен шучĕ 19 процент чакнă. Стационарта — 2743, килте 6000 ытла çын сипленет. Юлашки вăхăтра прививка тутаракансен шучĕ пысăкланнă. Акă иртнĕ талăкра вакцинаци пунктне 4800 çын пынă. Республикăра вакцинациленекенсен йышĕ 57 процентпа танлашнă. Анчах грипран прививка тутаракан нумаях мар — 38 процент кăна. Çавна пулах, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин çумĕ Вера Головач пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре грипп ернĕ икĕ тĕслĕх тупса палăртнă. Шупашкарпа Çĕмĕрлере пурăнаканскерсем вакцинациленмен пулнă. ОРВИпе те чылаййăн чирлеççĕ, юлашки вăхăтра 7000 ытла тĕслĕхе шута илнĕ. Ытларах суту-илӳ, апатлану предприятийĕсенче ĕçлекенсене инфекци ернĕ. Патăрьелти психоневрологи интернатне карантина хупма тивнĕ, унта 2 сотрудникпа 8 пациент чирленĕ. Телее, чирлекенсен йышĕнче ача-пăча нумаях мар /11 процент/, çавна май чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче шкула çӳреме пуçлаççĕ.

Канмалли кунсенче 329 мобильлĕ ушкăн куллен рейда тухнă. Вĕсем пассажирсене турттаракан транспорта, лавккасене, кафе-ресторана тата ытти общество вырăнĕсене тĕрĕсленĕ, 320 çитменлĕх тупса палăртнă, йĕркене пăсакансен тĕлĕшпе 76 протокол çырнă.

www.hypar.ru
 

Рубрика: