Нарăсăн 21-мĕшĕнчен пуçласа антителăллă çынсене куар-код пама тытăнаççĕ. Кун çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕ.
Çĕнĕ Шупашкарти стоматологи клиникинче ют çĕршыв çыннисем те сипленеççĕ. Нумаях пулмасть Францирен пĕр мăшăр килнĕ.
Шаед Даферпа Елена çулленех Çĕнĕ Шупашкарта тăванĕсем патĕнче пулаççĕ. Кăçал вара майпа усă курса парадонтологи пӳлĕмĕнче шăл тасаттарнă, унтан — сиплеттернĕ. Ытти чухне тухтăртан хăракан Дафер Шаед кунти сиплевпе питĕ кăмăллă пулнă.
Сăлтавĕ коронавируспа çыхăннă. Унпа кĕрешмешкĕн федераци бюджетĕнчен дотаци уйăрнă. Çапла вара программа тата 624,5 миллион тенкĕлĕх хакланчĕ. Хушăмăн самай пысăк пайĕ — шăпах федераци укçи.
Кафе-ресторанта банкетсем ирттерме чарас, массăллă мероприятисене урăх вăхăта куçарас, суту-илӳ центрĕсенче ача-пăча вылямалли зонăсене вăхăтлăха хупас — çапла йышăнчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. «Чару мерисем лару-тăрăва лайăхлатма парасса шанатпăр. Хальхи вăхăтра çынсем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Чăваш Енре ковидпа чирлекенсен шучĕ ӳснĕ. Чир уйрăмах çамрăксене ураран ӳкерет, çавăнпа шкул ачисене дистанци мелĕпе вĕренмешкĕн куçарма хушрĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.