Шыçăран хăтарнă
1958 çулта çуралнă хĕрарăма Шупашкарти Васкавлă пулăшу больницине илсе çитернĕ. Тĕрĕслев хыççăн çакă палăрнă — хĕрарăмăн вар хырăмĕнче рак чирĕ аталаннă, 4-мĕш стадие çитнĕ. Шыççа пула апат çулĕ те хупланнă. Вăхăт-вăхăтăн унран юн тухса тăни лару-тăрăва тата йывăрлатнă, анеми патне илсе çитернĕ.