Урăлтаркăчсем кирлех
Алкогольпе, наркотикпа, ытти хутăшпа ӳсĕрĕлнĕ-минренĕ граждансене пулăшассине пырса тивекен саккун проекчĕ калаçтарчĕ Патшалăх Канашĕн черетлĕ вуннăмĕш сессийĕнче.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов унашкал çынсем валли уйрăм организацисем туса хурасси çинчен каларĕ. Малтанлăха Шупашкарта урăлтаркăч тăвасшăн – наркологи диспансерĕнче, 20 вырăнлăх. Ăна тытса тăма çулталăкра 8 миллион тенкĕ кирлĕ. Шупашкар опытне кура кайран республикăри тата тăватă хулара урăлтаркăчсем уçма палăртнă. Ыйту çивĕччи куçкĕрет. Министр пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта кăна медучрежденисене, полицие ӳсĕр 2,5 пин çынна илсе пынă.
Депутатсем урăлтаркăчсем кирли пирки иккĕленмеççĕ — çакна вĕсен проект майлă сасăлавĕ те çирĕплетрĕ. Анчах нумай ыйтăва татса пама тивесси те вăрттăнлăх мар. Черченкĕ медсестрасем ĕçкĕçсен çак пысăк çарĕпе ĕçлеймĕç — ятарласа хатĕрленĕ çынсем кирлĕ, унашкаллисем вара хальлĕхе çук. Николай Степанов депутат шучĕпе, тăкаксене бюджет çине кăна тиени те вырăнсăр. Урăлтаркăча илсе пыракан çынсене пулăшушăн хăйсене те тӳлеттермелли йĕркепе усă курмалла. Унсăрăн урăлтаркăчсем хĕллехи вăхăтра бомжсемшĕн «хăна çурчĕ» пулса тăрасси те часах. Игорь Моляков вара малалла кайма сĕнчĕ — сутлăхри эрехĕн ытла та пысăк калăпăшне чакарма, лавккасенче сăмакун аппарачĕсене ирĕклĕнех сутни çинчен каласа Шалти ĕçсен министерствине çакна пӳлме чĕнсе каларĕ: «Кĕçех вăрçă вăрçма тивĕ — кунта вара сăмакун аппарачĕсем сутаççĕ...»