57 çынна сăвăсран хăтарнă

18 Утă, 2022

Чăваш Енре пĕр эрнере 57 çынна сăвăс тапăннă. Вĕсенчен 30-шĕ — ачасем.

Çавăн чухлĕ çынна медицина пулăшăвĕ кӳнĕ утă уйăхĕн 7-13-мĕшĕсенче. Танлаштарма: пĕр эрне маларах сăвăс 17 ачана хур кăтартнăччĕ. Çак хурт-кăпшанкă ытларах Шупашкар хулинче сиен кӳнĕ. Республикăри Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем çынсен ӳтĕнчен кăларнă 50 сăвăса тĕрĕсленĕ — пĕрин те энцефалит вирусĕ палăрман. 8-шĕ сăвăс боррелиозне ертме пултарассине асăрханă. Палăртмалла: çулталăк пуçланнăранпа ӳте сăвăс тăрăннине пула республика больницисене 506 çын пынă, вĕсен шутĕнче — 259 ача.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас