Атăлçи хирургĕсене вĕрентеççĕ

16 Çĕртме, 2022

Шупашкарти ача-пăча клиника больницинче паян тăваттăмĕш кун ăсталăх класĕсем иртеççĕ.

Пĕлĕве ӳстермелли курссене Атăлçи тăрăхĕнчи ача-пăча хирургĕсем, уролог-андрологĕсем, гинекологĕсем тата травматолог-ортопедсем валли йĕркеленĕ. Вĕсене Ача-пăча Филатов больници Мускаври Пирогов ячĕллĕ Раççей наци тĕпчев медицина университечĕпе пĕрле ирттерет. Ăсталăх класĕсен вăхăтĕнче Мускав тухтăрĕсем кăткăс йышши эндоскопи операцийĕсем тăваççĕ. Специалистсем практика занятийĕсене хутшăнаççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче çĕршывăн паллă хирургсем больницăн пĕчĕк пациенчĕсем валли консультацисем те ирттереççĕ. Пĕлĕве ӳстермелли курссем паян вĕçленеççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас