Комментари хушас

9 Нарăс, 2022

Коронавируспа кӗрешме - хушма укҫа

Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паян патшалăхăн «Сывлăх сыхлавне аталантарасси» программине улшăнусем кĕртессине çирĕплетрĕç.

Сăлтавĕ коронавируспа çыхăннă. Унпа кĕрешмешкĕн федераци бюджетĕнчен дотаци уйăрнă. Çапла вара программа тата 624,5 миллион тенкĕлĕх хакланчĕ. Хушăмăн самай пысăк пайĕ — шăпах федераци укçи.

Кун йĕркинче сывлăх сыхлавнех пырса тивекен тепĕр ыйту та пулчĕ — медицинăн пуçламăш сыпăкне çĕнетмелли программăна улшăнусем кĕртрĕç. Çакă та укçапах сăлтавланчĕ. Тӳрлетӳсем уйрăм мероприятисен хакне улăштарссине пырса тиврĕç, анчах программăн пĕтĕмĕшле хакĕ улшăнми юлчĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: