Студентсем те дистанци мелĕпе вĕренĕç
Кафе-ресторанта банкетсем ирттерме чарас, массăллă мероприятисене урăх вăхăта куçарас, суту-илӳ центрĕсенче ача-пăча вылямалли зонăсене вăхăтлăха хупас — çапла йышăнчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. «Чару мерисем лару-тăрăва лайăхлатма парасса шанатпăр. Хальхи вăхăтра çынсем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Пĕрремĕш класс ачисене каникула ярĕç, ыттисем дистанци мелĕпех вĕренĕç. Студентсем те дистанционкăна куçĕç. «Вĕренӳ учрежденийĕсенче чирлекенсен шучĕ пĕчĕк мар. Акă шкул ачисен йышĕнче омикрон ернĕ 573 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çавăн пекех ОРВИпе чирленисем те нумаййăн», — пĕлтерчĕ вĕренӳ министрĕ Дмитрий Захаров.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, лару-тăру йывăрланнă, пĕр кунра инфекци 900 ытла çынна ерет. Хальхи вăхăтра стационарта — 1496, килте 9000 ытла çын /2000-шĕ — ачасем/ сипленет. «Çул çитменнисем ытларах чирлеме пуçларĕç. Вĕсем «хĕрлĕ зонăна» та лекеççĕ. Унта койкăсен 20 процентне ачасем валли уйăрнă», — терĕ Владимир Геннадьевич.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçин çумĕ Вера Головач пĕлтернĕ тăрăх, ковидпа чирлекен ачасен шучĕ виçĕ хут ӳснĕ. Уйрăмах 7-14 çулсенчисем чирлеççĕ. Çавăн пекех сывлăх сыхлавĕн, вĕренӳ, промышленноç предприятийĕсенче, офис ĕçченĕсен хушшинче чирлекен нумайланнă. Çавăнпа вăл çынсене дистанци мелĕпе ĕçлеме, пур мероприятие те онлайн формата куçарма, ковид зонăллă кафе-ресторанта «çĕрлехи тапхăра» вăхăтлăха пĕтерме сĕнчĕ.
Ларура яланхи пекех вакцинаципе çыхăннă ыйтăва та хускатрĕç. Владимир Степанов вице-премьер каланă тăрăх, халăхăн 47 проценчĕ грипран прививка тутарнă. 12-17 çулсенчи 457 ача ковидран вакцинациленнĕ. Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчи — 11307 студент, аслă шкулсенче вĕренекенсен /18 çултан аслăраххисем/ 84 проценчĕ вакцинациленнĕ. Ку енĕпе педагогика университечĕ, культура институчĕ, Шупашкарти ӳнер, музыка училищисем тата Çĕнĕ Шупашкарти политехника техникумĕ палăрнă.