QR-кодсăр ниçта та кĕреймĕн

29 Юпа, 2021

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

9 районпа хулара чару мерисем юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнчех пуçланнă пулин те апатлану предприятийĕсен хушшинче йĕркене пăсакан çук мар. Акă Улатăр хулинчи пĕр кафере çур çĕр иртсен те ĕçленĕ, тепĕр кафере паспортсене тĕрĕслемен. Регион ертӳçи йĕркене пăхăнманнисен ĕçĕ-хĕлне 90 талăка чарса лартма хушрĕ. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская ковид зонăллă предприятисене вăхăтлăха хупма, пур учрежденине те /почта, МФЦ…/ сертификатпа кăна кĕртес ĕçе йĕркелеме сĕнчĕ. Канмалли кунсенче аптекăсемпе апат-çимĕç лавккисемсĕр тата ковид зонăллă хăш-пĕр кафе-ресторансăр пуçне потребитель, пулăшу сферинчи предприятисем, культура, спорт тата ытти учрежденисем ĕçлемеççĕ.

Канмалли кунсенче мобильлĕ ушкăнсем куллен рейда тухĕç. Вĕсем транспорт, лавкка тата ытти общество вырăнĕсене тĕрĕслеççĕ, йĕркене пăсакансен тĕлĕшпе протокол çыраççĕ. Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕччен лару-тăру лайăхланмасан чару мерисем тата çирĕпрех пулĕç. Калăпăр, лавккасене куар-кодпа кĕртме пуçлĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас