Комментари хушас

31 Утă, 2021

Коронавируспа текех чирлес килмест

Анастасия СЕМЕНОВА, Шупашкарти 130-мĕш ача сачĕн воспитателĕ:

— Коронавирус чирне тӳссе ирттерме çăмăл маррине хам та туйса куртăм, çак вирус мана иртнĕ çулхи чӳк уйăхĕнче çакланчĕ. Аптăрамаллипех аптăрарăм. Çавăнпа та иртнĕ уйăхра вакцинаци тухма сĕнсен килĕшрĕм. Ара, ачасемпе ĕçлетĕп, ашшĕ-амăшĕпе хутшăнатăп. Хам çинчен çеç мар, вĕсем çинчен те шухăшлатăп. Вакцинацин икĕ тапхăрне те аван тӳссе ирттертĕм. Температура хăпармарĕ, хама лайăх туйрăм. Сывлăх енчен чăрмав çук пулсан тухтăрпа канашланă хыççăн пурне те коронавирусран прививка тутарма сĕнетĕп. Усал чире эпир пĕрле çĕнтеретпĕрех!

www.hypar.ru

Рубрика: