Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Валерий Софронов сцена ăсталăхĕнчен ытларах каратэпе туслă теççĕ. Унăн ку тĕлĕшпе хура пиçиххи те пур иккен. Тĕрĕсех-ши?
Манăн пӳрере киста, пĕверте гемангиома ӳссе ларнă. Çавсене мĕнле пĕтермелле-ши?
Лидия Белова. Куславкка районĕ. Пăрмас ялĕ.
Киста тĕрлĕрен пулать. Кашнине хăйне май сиплеççĕ. Хăшне-пĕрне операци мелĕпе кăна.
Пӳрери кистаран сипленмелли анлă сарăлнă рецептсене пичетлетпĕр.
1. Ăвăс хуппине аш арманĕпе авăртмалла, ăна кунне 3 хут, апат умĕн, çуршар кашăк çимелле, шывпа сыпса ямалла. Икĕ эрне сипленнĕ хыççăн пĕр эрне тăхтамалла.
Эпир илтнĕ тăрăх - 2015 çулта ялта пурăнакансен пенсийĕ хăпармалла. Камсен хăпарать-ши? Ялтисем те тĕрлĕ ĕçре тăрăшаççĕ-çке. Калăпăр, фермăрисен укçи пысăкрах, бригадăрисен - сахал. Çав вăхăтрах бригадăра ĕçлекен пулмасан ферма выльăхĕ те тутă пулмĕччĕ.
Ĕмĕрĕпе колхозра ĕçленĕ эпир, укçине питĕ сахал илнĕ. Паллах, пенсийĕ те пĕчĕк. Кашни пусĕ шутра. Çавăнпа камсен пенсийĕ ÿснине пĕлесчĕ.
Паллакан е тăван патне кайсан стена çинче сăн ÿкерчĕксем çакăнса тăнине кашниех асăрханă тăр. Мана çак ыйту канăç памасть, çут тĕнчерен уйрăлнă çынсен сăнĕсене стена çинче тытма юрать-и.
К.МИХАЙЛОВА. Çĕрпÿ районĕ.
Паллах, ăрусен çыхăнăвĕ ан татăлтăр тесен асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен сăнĕсем килте кирлех. Ку иртнĕ пурнăçа, тăвансене аса илме, вĕсем тунă пархатарлă ĕçсене хисеплеме, хамăра йĕркеллĕ тытма вĕрентет.