Кун-çулĕ музейпа çыхăннă

15 Нарăс, 2014

Чăваш Ен историне тĕпчес ĕçе пысăк тÿпе хывнă Анна Зерняевăн кун-çулĕ пирки пĕлес килет.

И.КОНДРАТЬЕВА.

Çĕрпÿ хули.

Анна Степановна Зерняевăн кун-çулĕ Чăваш Республикин тавра пĕлÿ музейĕпе /халĕ - Чăваш наци музейĕ/ тачă çыхăннă. Кунта вăл 1944 çулхи кĕркунне ĕçлеме пуçланă. Çав çулсенче ăна Чăваш Енĕн революцичченхи историйĕн пайне йĕркелеме шаннă. Мĕн пур ĕçе пĕччен тенĕ пек пурăçлама тивнĕ. Анна Степановна архив докуменчĕсене тĕпченĕ, экспедицисенче темиçешер уйăх пулнă. Экспозици пĕрчĕн-пĕрчĕн пухăннă.

1946 çулта А.Зерняева Чăваш Республикин историйĕпе çыхăннă çĕнĕ материалсем шырама пикеннĕ. СССР НА Археологи институчĕ, Мускав тата Чăваш патшалăх университечĕсем, Патшалăх истори музейĕ, СССР халăхĕсен этнографи музейĕ, чăваш çĕрĕнче йĕкреленĕ археологи тата этнографи экспедицийĕсене çулсерен хутшăннă. О.Бадер, А.Смирнов, Г.Федоров-Давыдов, Н.Трубникова, М.Акимова, Т.Крюкова, И.Кузнецов, В.Каховский, В.Димитриев, П.Денисов тата ытти паллă ăсчахпа, историкпе, археологпа тата этнографпа пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ.

Музей фондне А.Зерняева ертсе пынă экспедицисенчен илсе килнĕ материалсемпе те чылай пуянлатнă. Авалхи актсен тĕп архивĕнчи истори докуменчĕсем, Пугачевăн Етĕрнери отрячĕн ялавĕ тата ытти нумай япала вырăн тупнă унта. Анна Степановна ăслăлăх тата çут ĕçне хастар туса пынă. Вăл районсене, тĕп хулари предприяти-организацисене час-часах тухса çÿренĕ, тавра пĕлÿ темисемпе лекцисем вуланă, конференцисене, семинар-канашлусене хутшăннă. Анна Зерняева - республикăра музей ĕçне саракансенчен пĕри. ЧППУра тата ЧПУра 15 çула яхăн «Музееведени никĕсĕ» курс ертсе пынă.

1968-1979 çулсенче Анна Степановна музей директорĕнче ĕçленĕ. Çак тапхăрта вăл ăслăлăх-тĕпчев ĕç-хĕлне аталантарма, пахалăхне ÿстерме нумай тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та В.И.Чапаев музейĕнче ăслăлăх сотрудникĕнче чылай вăхăт ĕçленĕ.

А.Зерняевăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене Раççей, республика шайĕнчи грамотăсемпе, медальсемпе палăртнă. Унăн ятне Ĕç мухтавĕн кĕнекине кĕртнĕ. 1964 çулта республикăра пĕрремĕшсен йышĕнче «ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа чысланă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.