ХАЛĂХРА МĔН КАЛАÇÇĔ...
Паллакан е тăван патне кайсан стена çинче сăн ÿкерчĕксем çакăнса тăнине кашниех асăрханă тăр. Мана çак ыйту канăç памасть, çут тĕнчерен уйрăлнă çынсен сăнĕсене стена çинче тытма юрать-и.
К.МИХАЙЛОВА. Çĕрпÿ районĕ.
Паллах, ăрусен çыхăнăвĕ ан татăлтăр тесен асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен сăнĕсем килте кирлех. Ку иртнĕ пурнăçа, тăвансене аса илме, вĕсем тунă пархатарлă ĕçсене хисеплеме, хамăра йĕркеллĕ тытма вĕрентет.
Юмăçсем ĕнентернĕ тăрăх - халĕ пурăнакан çынсен сăнĕсене пурнăçран уйрăлнисен сăнĕсемпе юнашар вырнаçтарма кирлĕ мар. Уйрăлса кайнисен сăн ÿкерчĕкĕсем сирĕн вăй-хăватăра илеççĕ имĕш.
Психологсем вара кунпа килĕшмеççĕ. Пĕр-пĕр сăн ÿкерчĕке курсан чун çав тери хурланать пулсан кăна ăна ятарлă альбомра упрама сĕнеççĕ.