Артист каратэ секцине çÿренĕ

14 Нарăс, 2014

Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Валерий Софронов сцена ăсталăхĕнчен ытларах каратэпе туслă теççĕ. Унăн ку тĕлĕшпе хура пиçиххи те пур иккен. Тĕрĕсех-ши?

Валерий ВАСИЛЬЕВ. Канаш районĕ.

Валерий Софронов Канашра 1957 çулта çуралнă. Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищине пĕтернĕ. Вăл нумай сăнар калăпланă. Вĕсенчен паллăраххисем: Ишмук /«Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ»/, Илюш /«Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи»/, Явуç /«Ют йăвари куккук»/, Тиек /«Хурăнлăх çулĕпе»/, Еремка /«Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн»/, Виктор Пухов /«Илемлĕх конкурсĕ»/... Халĕ ăна «Ку хĕр ачара темĕн пурах», «Авланатăп эпĕ, авланатăп», «Чухăнлăх инкек мар», «Юратупа кавăн», «Сутăн илнĕ чыс» спектакльсенче курма пулать.

- О, ку хăçан пулнă?! - тĕлĕнчĕ Валерий Геннадьевич редакцие килнĕ çырупа паллаштарсан. - Мускаври Михаил Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕреннĕ вăхăтра каратэ питĕ анлă сарăлнăччĕ. Юлташсемпе пĕрле секцие çырăнтăм. Уншăн уйăхне 10 тенкĕ тÿлеттĕмĕр. Анчах манăн нимĕнле пиçиххи те çук, кăсăклану пуррипе çеç çÿреттĕм. Каратэпе туслашни каярахпа пулнă пăтăрмахсенче хÿтĕленме пулăшнăччĕ, анчах кун пирки калама юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.