Комментари хушас

14 Нарăс, 2014

Вăтăр çул ĕçленĕ-и?

Эпир илтнĕ тăрăх - 2015 çулта ялта пурăнакансен пенсийĕ хăпармалла. Камсен хăпарать-ши? Ялтисем те тĕрлĕ ĕçре тăрăшаççĕ-çке. Калăпăр, фермăрисен укçи пысăкрах, бригадăрисен - сахал. Çав вăхăтрах бригадăра ĕçлекен пулмасан ферма выльăхĕ те тутă пулмĕччĕ.

Ĕмĕрĕпе колхозра ĕçленĕ эпир, укçине питĕ сахал илнĕ. Паллах, пенсийĕ те пĕчĕк. Кашни пусĕ шутра. Çавăнпа камсен пенсийĕ ÿснине пĕлесчĕ.

Скворцова, Алексеева, Матвеева.
Красноармейски районĕ.
 

Хисеплĕ вулаканăмăрсем, сирĕн çырăвăра РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмне ярса патăмăр. Çакăн пек хурав илтĕмĕр:

- 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Раççейре пенси страхлав тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме тытăнаççĕ. Улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем кĕртекен федераци саккунĕсенчен пĕри - 2013 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче йышăннă «Страхлав пенсийĕсем çинчен» саккун. Унпа килĕшÿллĕн пенси виçине шутланă чухне ĕç стажĕн тата официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ ÿсет. Ĕçленĕ кашни çулшăн уйрăм пенси коэффициенчĕ палăртаççĕ. Ĕç укçи мĕн чухлĕ нумайрах - коэффициенчĕ çавăн чухлĕ пысăкрах.

Ял ĕçченĕсене страхлав пенсийĕ çумне 25 процент хушса тÿлеме палăртнă. Ăна ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленисене, ялта пурăнакансене, хушса тÿлеççĕ. Çак йĕрке 2016 çултан вăя кĕрĕ, унччен Раççей правительстви çак ирĕкпе усă курма тивĕçлисен списокне çирĕплетет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.