Ял хуçалăхĕ

15 Кăрлач, 2014

Тумхахлă çулпа

Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăх йĕркелениччен Йÿçкасси тăрăхĕнче тăватă колхоз пулнă: «Знамя», «Коммунизм», «Ударник», «Труд». 1979 çулта вĕсем пысăк хуçалăха пĕрлешнĕ. Унăн председательне «Труд» колхоза ертсе пынă Александр Михайлович Михайлова суйланă. Унăн хуçалăхĕ пур енĕпе те малта пынă: сĕт, аш-какай туса илессипе, тырă çитĕнтерессипе. Çынсем пултаруллă ертÿçĕ çĕнĕ предприятие те аталантарса ярасса шаннă.

Шанни тÿрре килнĕ. «Ударник» совхоз малалла çирĕппĕн утма пуçланă.

15 Кăрлач, 2014

Мăшăр çунат

«Çирĕп çемье - çĕр-шыв никĕсĕ», - тесе ахальтен каламаççĕ халăхра. 30, 40, 50, 60 çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăр çамрăксемшĕн яланах тĕслĕх шутланать. Ĕмĕр ĕмĕрлесси вара уй урлă каçасси çеç мар-çке. Пурнăç çулĕ тумхахлă та пулать. Юратупа, пилпе чăмăртаннă çемье гранит пекех çирĕп.

15 Кăрлач, 2014

Механизатор ĕлĕк хисепреччĕ

Çулсем сисĕнмесĕр иртеççĕ пулин те ачалăхпа яшлăхри хаваслă самантсем асăмрах. Пире техника питĕ илĕртетчĕ. Çамрăксем тракториста е водителе йышпа вĕренме каятчĕç. Хам та 1971 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетне пĕтертĕм.

15 Кăрлач, 2014

Трак ен Кулибинĕсем

Пирĕн тăрăхри ялсенче ăста алăллă çын нумай. Мĕн кăна хатĕрлемеççĕ-ши вĕсем? Пĕри карçинкка-лăпă çыхать, тепри йывăçран кĕлетке касса кăларать, виççĕмĕшĕ техника енне туртăнать. Тăваттăмĕшĕ юнашарах пурăнсан та тепĕр чухне пушă вăхăтра вăл мĕнпе аппаланнипе кăсăкланмастпăр.

14 Кăрлач, 2014

Çÿпçипе хупăлчи - кÿршĕсемех

Канаш районĕнчи Карăклăра пурăнакан Ольга Архиповна Михайлова /хĕр чухнехи хушамачĕ - Архипова/ çуралнă килĕнче арçын вырăнĕнче пулнă. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă хыççăн кил-йышра пысăк ĕçсене арçын тăвассине шанмалли пулман. Ольгăн аппăшĕ Канашра финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă та аякри çĕре ĕçлеме кайнă. Çемьери кĕçĕн хĕрĕн те вĕренес туртăм пулнă. Анчах ачисенчен пĕрне те килĕнчен ярас килмен амăшĕн. Хресчен килĕнче ĕç темĕн чухлех. Кÿршĕрех сăпайлă та ĕçрен хăраман каччă Анатолий пурăннă. Çапла пĕр-пĕрин куçĕ умĕнче çитĕннĕ Ольăпа Толя çемье чăмăртанă.

Pages