Ял хуçалăхĕ

22 Кăрлач, 2014

Кăтартусен ÿсĕмĕ пулмалла

Иртнĕ эрнере республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев район администрацийĕсен, ял хуçалăх организацийĕсен, тирпейлекен предприятисен ертÿçисене пуçтарса вĕсемпе агропромышленноç комплексĕн малашнехи аталанăвĕ çинчен калаçнă, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Патшалăх ял хуçалăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Иртнĕ çул пулăшу сумми 2,45 млрд тенкĕпе танлашнă, 2012 çулхинчен 19 процент ытларах. Çакна палăртнă чи малтанах хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

22 Кăрлач, 2014

Ашĕ усăллă, çăмĕ çемçе

Тамбоври фермерсем сурăх ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх - ку енĕпе çемье фермисем те, хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем те тăрăшса вăй хураççĕ. Сыснапа танлаштарсан сурăх сивве те, шăрăха та лайăх чăтса ирттерет. Сайра-хутра чирлет. Унсăр пуçне хăвăрт ĕрчет.

22 Кăрлач, 2014

Ырă пулăмăн сумĕ пысăк

Йышĕпе ултă пин çынна çывхаракан Шăнкăртам ялĕ районпа республикăра çеç мар, Раççейре те пысăк ялсенчен пĕри шутланать. Паян унталла та кунталла сарăлсах пыракан вăтăр сакăр урамра икĕ пине яхăн çемье тымар янă. Ял хушшипе выртакан çулĕ те самаях вăрăм: 39 çухрăма тăсăлать! Вырăнтах икшер пысăк вăтам шкулпа ясли-сад, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер, ветеринари пункчĕсем, лавккасем... Пĕринчен тепри хăтлă капмар çуртсем мĕне тăраççĕ! Урăхла каласан, çак яла пырса кĕрсенех халăх халсăр марри, ытлă-çитлĕ пурăнни сисĕнет.

21 Кăрлач, 2014

Кун-çулĕ чăннипех пархатарлă

Елена Ивановнăна /варринчи/ 90-ра тесе кам калĕ? Тĕп килте пурăнакан ывăлĕпе кинĕ - Петр Алексеевичпа Зоя Федотовна - унăн ватлăх кунĕсем канлĕ пулччăр тесе хăйсенчен килнине пĕтĕмпех тăваççĕ.
21 Кăрлач, 2014

Хастарлăхĕ паян та иксĕлмест

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Михаил Тагеев хресчен-фермер хуçалăхĕн тĕп агрономĕ, иртнĕ çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче 75 тултарнă Василий Малинин 2014 çула ырă та савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Иртнĕ çулсене аса илсе пĕтĕмлетÿсем тума сăлтавĕ çителĕклех.

Pages