Ял хуçалăхĕ

29 Кăрлач, 2014

Хăратакан пайтах

Элĕк районĕнчи Шуркасси Юнтапа ял тăрăхĕнче темиçе çул каялла хăнтăрсен виçĕ çемйиччĕ. Халĕ мĕн куратпăр-ха?

Пĕрремĕшĕ Вырăс Сурăм ялĕнчен инçе мар - Вутлан юхан шывĕн кăкĕнче. Шкулти экологи-тавра пĕлÿ кружокне çÿрекенсем унта пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче пулчĕç, шăлламассен пурнăçĕпе кăсăкланчĕç. Вĕсем айлăм-тайлăмри çывăхри çемçе йывăç-тĕме тахçанах кăшласа тÿнтернĕ: пĕр пайĕ Вутлана пĕвелеме кайнă, теприн туратне çисе янă.

29 Кăрлач, 2014

Унра - иксĕлми вăй-хал

Çакăн пек çынсем пирĕн хушăра пурри малашлăха çутă сăрăсемпе ÿкерфырри çеç мар, усалли те сахал мар пулнă. Апла пулин те вăл нихăçан та пуçне усман, ыттисене хавхалантарма мехел çитернĕ. Çавăнпах-тăр вăл ял-йыш, кÿршĕ-аршă хисепне çĕнсе илнĕ.

27 Кăрлач, 2014

Анонс «Кил-çурт, хушма хуçалăх» от 24 января 2014 года

Шупашкарти Тĕп пасарти хаксем Тĕрĕс йĕркеленĕ пусă çаврăнăшĕ Мĕн вăл стратификаци? Сăртри пахча Халăх йăлипе Вулакансен ыйтăвĕсене хуравлатпăр Кĕрен, шурă, хĕрлĕ... Йăлтах купăстаран: яшкасем «Вăрман аптеки» çулталăкĕпех ĕçлет Çитес эрнери çанталăк

24 Кăрлач, 2014

Çĕртен те, ĕçрен те писмерĕмĕр-ши?

Çĕр - пирĕн пуянлăх. Çак каларăшпа эпир час-часах усă куратпăр. Пире çĕр тăрантарнăран, тумлантарнăран çапла каланă. Халĕ вăл малтанхи пĕлтерĕшне çухатса çĕр хапсăнчăкĕсен каларăшне куçса пырать. Хăшĕ-пĕри çĕр лаптăкĕсене сутса пуяс çул çине тăчĕ. Саккуна пăсакансем те пур. "Сутчăр-иç. Усăсăр выртать вĕт. Хыт-хура кашласа ларать çеç", - текенсем те пур. Ĕмĕрĕпе çĕре хисеплесе, ун çинче ырми-канми чакаланса пурнăçа сыпăнтарса пынă халăх епле-ха çĕре ним вырăнне хуми пулчĕ? Ара, тăшмансем килсе тапăнсан ăна хÿтĕлеме халăх кар тăнă, пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă.

Pages