Пулса иртни

26 Ака, 2014

Пулла - вăлтапа кăна

Шалти ĕçсен министерствин транспорт çинчи Чăваш лини пайĕн дознани уйрăмĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 24 çулти каччă тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл саккуна пăсса пулă тытнăшăн явап тытать.

25 Ака, 2014

Айăпран кăмака хыçне пытанса хăтăлаймăн...

Пурнăç урапи пĕр самантлăха та кусма чарăнмасть. Иртнĕ вăхăт ырăпа палăрса юлать-и е инкек-синкекпе-и, япăхпа-и - малаллах талпăнать вăл. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Унран ниепле те иртеймĕн. Çапла, нумай чухне мĕн шухăшлани пурнăçланаймасть. Паянтан пуçласа хаçатра решетке хыçĕнче пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕ, йăнăшĕсем, пысăк преступленийĕсемпе киревсĕр хăтланăвĕсем... çинчен каласа парăпăр. Сăмахăмăр йăлтах Куславккара вырнаçнă хĕрарăмсен юсанмалли пиллĕкмĕш колонийĕ çинчен пырĕ. Малалла вулас...

23 Ака, 2014

Суя свидетельство вĕт!

Çын çав документа суда тăратма хăйнă та - чăннипех тĕлĕнмелле. Пурăнмалли çуртăн патшалăх регистрацийĕн свидетельстви суя пулнине Росреестрăн республикăри управленийĕн сотрудникĕсем суд процесĕнче тупса палăртнă.

Pages