Пулса иртни

6 Çу, 2014

Тăпăлнă калчана чĕртеймĕн

Шкулта вĕреннĕ çулсенче "çĕнĕ пурнăç калчисем" тесе каланине тăтăшах илтме тÿр килетчĕ. Пурнăçри ÿкерчĕксем "калчасен" илĕртÿлĕхĕ суя пулнине йышăнма хистеççĕ. /.../

Çулталăк пуçламăшĕнче Вăрмар районĕнчи пĕр ялта икĕ ача ашшĕ хăйĕн çине алă хунă. Икĕ уйăхран - çул çитмен ывăлĕ. Шкул ÿсĕмĕнчи арçын ачан Интернетри социаллă сетьре çырса хăварнă сăмахĕсем çÿç-пуçа вирелле тăратаççĕ: "Çынсем, эсир пурте ытла та усал. Каятăп эпĕ сирĕн патăртан..."

6 Çу, 2014

Аварире виççĕн вилнĕ

Инкек ĕнер 0 сехет те 45 минутра Çĕрпÿ - Чĕмпĕр автоçул çинче Комсомольски районĕн территорийĕнче пулнă. Икĕ автомобиль хире-хирĕç пулса çапăннă май виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă, çав шутра право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем вилнĕ.

Çак тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Судпа медицина, автотехника, трассологи экспертизисем инкек сăлтавне уçăмлатмашкăн пулăшма тивĕç.

Тĕплĕнрех ыранхи номерте çырса кăтартнă.

6 Çу, 2014

«Вилнĕ» тесе çырманни шанчăк паратчĕ

Пирĕн килтен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине виççĕн тухса кайнă: атте тата икĕ пичче. Шăписем элчел килсе тухрĕç. Юрать-ха, аслă пиччем Андрей чĕрĕ-сывă юлнă. Аттепе пичче Василий тăшманпа çапăçса паттăрлăх кăтартнă. Шел, çулĕсем тăван киле выртмарĕç.

Pages