Хĕр пĕрчине шел
Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ вырăнти больницăра икĕ çулти хĕр ача вилнĕ тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă. Асăрханусăрлăх ача пурнăçне татнă.
Çав кун Етĕрне хулинчи темиçе çуртра предприниматель-подрядчик сотрудникĕсем подъездсен кивĕ алăкĕсене çĕннисемпе, металран хатĕрленисемпе, улăштарнă. Карл Маркс урамĕнчи 97-мĕш çурт алăкне улăштарнă хыççăн кивĕ йывăç алăка подъезд умĕнчех тăратса хăварнă. Шăпах çав алăк çак çуртра пурăнакан икĕ çулти хĕр ача çине ÿксе ăна пусарса хунă, пуçне амантнă. Инкек пулнине кÿршисем курнă, çакăн çинчен тÿрех ача ашшĕ-амăшне пĕлтернĕ. Йывăр суранланнă хĕр пĕрчине çийĕнчех больницăна илсе кайнă, анчах медиксем унăн пурнăçне çăлса хăварайман - виçĕ сехетрен пĕчĕкскер сывлама пăрахнă.
Следстви пырать. Вăл алăксене улăштарнă чух хăрушсăрлăха тивĕçтермен çынсен ĕçне хаклама тивĕç.