Пулса иртни

15 Çу, 2014

«Чăваш осоавиахимĕ» авиазвено паттăрлăхĕ

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи иккĕмĕш çул кĕрлет. Пур фронтра та хĕрÿ çапăçу пырать. Çав кунсенче Совет Союзĕнче, вăл шутра - Чăваш Енре те, СССР оборона фондне тăвас юхăм пуçланнă. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Ишлей районĕнчи «Осоавиахим» подразделенийĕн хастарĕсем Т.Богомолова, А.Башмакова, Н.Варламова, З.Кирьянова, Э.Кикас, З.Митрофанова, П.Павлова, А.Сергеева «Чăваш осоавиахимĕ» ячĕллĕ самолетсен звенине тума укçа-тенкĕ хывма пуçару тунă, республикăра пурăнакансене ырă çак пулăма анлăн хутшăнма чĕнсе каланă. Ăна «Чăваш коммуни» тата ытти хаçат пичетлесе кăларнă.

14 Çу, 2014

Салтак аттине çичĕ çул хывман

Патăрьел районĕнчи Тăрăнта пурăнакан Николай Крылов вăрçă ветеранĕпе тĕл пулсанах куç умне ватă асаттепе кукаçин сăнĕсем тухса тăчĕç: иккĕшĕ те кĕреçе сухаллă...

8 Çу, 2014

Пăшал вырăнне – сĕрме купăс

Муся Пинкензон Молдавири Бельцы хулинче çуралнă. Арçын ача пиллĕк тултарсанах хула хаçачĕ вăл епле ăста сĕрме купăсçă пулни çинчен çырса кăтартнă. 1941 çулта ашшĕне, Владимир Борисович тухтăра, Усть-Лабинскри çар госпитальне куçараççĕ. Пинкензонсен çемйи Полина Ивановна Каленова патĕнче вырăн тупать.

8 Çу, 2014

Лачкасси паттăрĕсем

Игнатий Михайловичпа Пелагея Кононовна Игнатьевсемпилĕк ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Каччăсем пурнăç çулĕ çине тăма пикеннĕ тапхăрта вăрçă пуçланнă. Пĕрин хыççăн тепри тăшманпа кĕрешме тухса кайнă. Ывăлсене юн тăкма çеç ÿстернĕ тейĕн çав. Тутăр сулса сыв пуллашакансене ашшĕ-амăшĕ епле чунпа ăсатнă-ши? Малалла пурăнма, тылра иртен пуçласа каçчен тар тăкма ăçтан вăй-хал çитернĕ-ши? Çĕре çыртса тăшмана ылханнă, куç шыçăниччен макăрнă, вăйран кайнă, çапах чăтнă халăх.

8 Çу, 2014

Нимĕçсене пиччĕшĕшĕн тавăрнă

Красноармейски районĕнчи Пикшик ялĕнче 1924 çулта çуралнă Нестер Васильев вăрçă пуçланнă чухне 17-ре кăна пулнă. Ун чухне вĕсен класĕ ăсату каçне хатĕрленнĕ. Яшсемпе хĕрсем пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма ĕмĕтленнĕ. Анчах 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕ вĕсен ĕмĕчĕсене пĕр самантрах татнă. «Вăрçă пуçланнă.

Pages