Комментари хушас

6 Çу, 2014

«Вилнĕ» тесе çырманни шанчăк паратчĕ

Пирĕн килтен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине виççĕн тухса кайнă: атте тата икĕ пичче. Шăписем элчел килсе тухрĕç. Юрать-ха, аслă пиччем Андрей чĕрĕ-сывă юлнă. Аттепе пичче Василий тăшманпа çапăçса паттăрлăх кăтартнă. Шел, çулĕсем тăван киле выртмарĕç. Андрей вăрçă хыççăн Украинăри Донецк хулинчи завода вырнаçнă та унтах тĕпленнĕ, çемье çавăрнă. Кĕçĕн пичче Ваçут /килте ăна çапла чĕннĕ/ 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă. Çапла çырнă хут анне чунне ĕмĕрĕпех асаплантарчĕ: «Ăçта аманса выртса юлчĕ-ши? Мĕнле асапланса вилчĕ-ши? Тискер кайăксем çисе ячĕç-ши? Виличчен «анне» тесе миçе хут чĕнчĕ-ши?..»

«Вилнĕ» тесе çырманни хурлантаратчĕ аннене, шанчăк та парса тăратчĕ. Чылай çул иртсен те ывăлне кĕтме пăрахмарĕ. Хăй çут тĕнчепе сыв пуллашас кун умĕн кăна çапла каларĕ:

- Нумай кĕтрĕм сана, ывăлăм. Анчах мана пытарма çитеймерĕн. Вилĕмрен çăлăнаймарăнах пулĕ çав. Тирпейлесе пытаракан та пулмарĕ ахăртне. Халĕччен шăмму витĕр курăк та шăтрĕ пулĕ...

Кам пĕлет, амăшĕн чĕри сисет теççĕ те, пиччене пытаракан, тен, чăнах та пулман. Ваçутăн çапăçăва кĕрес умĕн янă пĕр çырăвĕ кăна упранса юлнă: «Тăраниччен çисе курман, выçсах вилетпĕр. Укçа пулсан та нимĕн те тупса илме çук кунта...» Ăна 1943 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче çырнă. Хыпарсăр çухални çинчен 1943 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕлтернĕ.

Атте çинчен «Ас тăвăм» кĕнекере çапла çырнă: «Семен Михайлович Волков кĕçĕн сержант, 1897 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче çуралнă. 1943 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ. Смоленск облаçĕнчи Сычево районĕнчи Жеребцово ялĕнче пытарнă».

Аттене ас тумастăп. Хĕсметрен янă икĕ çырăвне упратпăр. Пĕрне 1942 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче çырнă. Хăйсем Мускавран 85 çухрăмри Дорохово станцийĕнче тăнине, мотострелоксен 5-мĕш бригадин 1-мĕш батальон йышĕнче пулнине пĕлтернĕ.

Тепĕр çыруне 1942 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче çырнă. Унта çакăн пек йĕркесем пур: «... манпа пĕрле пĕр чăваш та çук. Пурте тенĕ пек çамрăк. Кампа та пулин тăван чĕлхепе чун каниччен ларса калаçнă пулăттăм».

Анне манăçми мăшăрĕн вил тăприйĕ çине çав тери кайса килесшĕнччĕ. Илсе кайса кăтартаймарăмăр. Кашни кун ĕçре. Çавăнпа та пĕлтĕр Смоленск облаçĕнчи Сычево районне кĕрекен Жеребцово ял тăрăхĕн администрацине çыру ятăм. «Сирĕн ялта вăрçă вăхăтĕнче вилнĕ салтаксене пытарнă тăванла масар пур-и тата унта ман аттене пытарнипе пытарманнине пĕлме пулать-и?» тесе ыйтрăм. Тĕрĕссипе, хурав килессе шанманччĕ. Килчĕ вĕт. Макăра-макăра вуларăм. Питĕ тĕплĕн хуравланă. Кĕскетсе те пулин ăна вулакан патне çитерес кăмăл пысăк.

«Хисеплĕ Роза Семеновна! Сирĕн çырăва Сычево районĕнчи Хлепень ял тăрăхĕн администрацийĕ хуравлать. Пирĕн тăрăхра хăй вăхăтĕнче хĕрÿ çапăçусем пынă. Ăна ахальтен мар «Вилĕм айлăмĕ» тесе каланă. Унта Совет Çарĕн çĕр-çĕр салтакĕ пуç хунă. Вăрçă хыççăн тĕрлĕ масарти салтаксен юлашкисене /вăл шутра - Жеребцово ялĕнчине те/ Аристово ялĕнчи тăванла масарта тепĕр хут тирпейлесе пытарнă. Жеребцово халĕ çук, тахçан пысăк ял пулнă Аристовăра та 8 çын кăна пурăнать. Пуç хунисен тăванĕсемпе çывăх çыннисем килсе тăраççĕ, кунта пытарнисен ячĕпе асăну паллисем вырнаçтараççĕ. Вилнисен пĕтĕмĕшле списокĕ çук. Шел, çакна чылай маларах йĕркелемелле пулнă та. Вил тăприсене тирпейлесех тăратпăр.

Вилнисен йышĕнче сирĕн аçăр хушамачĕ те пур. Аристово ялĕнчи тăванла 4-мĕш масарта пытарнисен шутĕнче 612-мĕш номерпе çырнă. Вăл 1943 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче мар, кăрлач уйăхĕн çав кунĕнче вилнĕ. Урăхла пулма пултараймасть, мĕншĕн тесен авăн уйăхĕнче пирĕн тăрăхра çапăçусем текех пыман... Сире хисеплесе Е.А.Садова инспектор».

Вырăнти çынсене масарсене тирпейлесе, илем кĕртсе тăнăшăн чĕререн тав тăватăп.

Смоленск çĕрне тăшманран тасатнă чухне Вăрнар районĕнчен фронта кайнă 200 ытла çын пуç хунă, вĕсенчен 22-шне Сычево районĕнче пытарнă. Красноармейски /139 çын вилнĕ, 6-шĕ çак районти масарта ĕмĕрхи канлĕх тупнă/ тата Элĕк /кунти масарта 13-шне пытарнă/ районĕсен çыннисем те пур.

Аттепе пĕр çăва çинче выртакансем: Вăрнар районĕнчи Чалăм Кăкшăм ялĕнче 1923 çулта çуралнă Василий Захарович Захаров /1942 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче вилнĕ/, Элĕк районĕнчи Кивуй ялĕнчи Макар Терентьевич Башкинов /1907-14.12.1942/, Çĕмĕрле районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Виссарион Васильевич Филиппов /1911-04.11.1942/.

Мĕншĕн çыртăм çакна? Атте «пĕрре хăть ларса калаçасчĕ тăван чĕлхепе» тенĕрен. Аттепе юнашарах чăвашсем те пулнă иккен, анчах вĕсем пĕр-пĕрин çинчен пĕлмен. Пĕр район территорийĕнчех тăшманпа вун-вун чăваш çапăçнине пĕлсе тăнă тăк йывăр та хăрушă вăхăтра вĕсене чылай çăмăл пулатчех.

 

Вăрнар районĕ, Калинино сали

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.