Комментари хушас

26 Ака, 2014

Пулла - вăлтапа кăна

Шалти ĕçсен министерствин транспорт çинчи Чăваш лини пайĕн дознани уйрăмĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 24 çулти каччă тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл саккуна пăсса пулă тытнăшăн явап тытать.

70 метр тăршшĕ, 1,5 метр çÿллĕш сĕрекепе çамрăк çын Шупашкар ГЭСĕн чару зонинче пулă тытнă. Унран алла яхăн пулă туртса илнĕ: уланкă, çуйăн, карас тата ыт. те. Йĕкĕте Уголовлă кодексăн 256 статйин 1-мĕш пайĕпе айăплаççĕ - шыври биологи ресурсĕсене саккуна пăсса тытнăшăн. Ку статьяпа яваплăх самай çирĕп: 300 пин тенкĕлĕх е хăйĕн 2 çул таран тапхăрти тупăшĕ чухлĕ штрафлама кăна мар, 2 çул таран юсанмалла ĕçлеттерме е 6 уйăх таран арестлеме те пултараççĕ.

Тепĕр тесен пакунлисем браконьерсене тытса чарнă тĕслĕхсем халь куллен тенĕ пек пулаççĕ. Çанталăк ăшăтрĕ те - нумайăшĕ пулла каяс шухăшпа авăрланать. Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, сăмахран, лини пайĕн сотрудникĕсем "Лантăш" кану бази патĕнче /Сосновка поселокĕ çывăхĕнче/ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан икĕ çамрăка тытса чарнă. Вĕсем "китайка" текен сĕрекесемпе Атăлта 200 ытла пулă тытнă.

Çав кунах Шупашкар районĕнче "Хĕвеллĕ çыран" кану базинчен 4 километрта Вăрманкас ялĕн çынни полици аллине çакланнă. Вăл та сĕрекепе пулă тытнă, унран 93 пулă туртса илнĕ. Асăннă тĕслĕхсемпе тĕрĕслев пырать, УК 256 статйипе уголовлă ĕç пуçарас ыйтăва татса параççĕ.

Çийĕнчен лини пайĕн массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытакан инспектор Светлана Егорова хаçат урлă тепĕр хут аса илтерме ыйтрĕ: ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса республика территорийĕнче мĕн пур биоресурса тытма чарнă. Çыран çинчен вăлтапа кăна пулă тытма юрать. Вăлта тĕлĕшпе те чарусем пур: пĕр çын пуçне 2 вăлта йĕппинчен ытла пулмалла мар.

Чару вăхăтĕнче транспорт полицийĕн подразделенийĕсем пулă вăлча сапма куçакан çулсем çинче, вăлча сапакан вырăнсенче рейдсем ирттереççĕ. Пулă сутакан вырăнсене те тимлĕхсĕр хăвармĕç: пулла ăçтан кÿнĕ, ăçта тытнă - пĕтĕмпех тĕрĕслĕç. Чару тапхăрĕ икĕ уйăха тăсăлать, çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче вĕçленет.

ШĔМĕн транспорт çинчи Чăваш лини пайĕн яваплăхĕн зонине Мари Эл Республикин территорийĕн пĕр пайĕ те кĕрет. Кÿршĕ республикăра та пулă тытма чарнă вăхăт икĕ уйăха тăсăлать, анчах вăл кăшт каярах пуçланнă, çавна май çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕçленет.

Пулă тытма чарнăранпа Чăваш лини пайĕн сотрудникĕсем саккуна пăснин 17 тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă ĕнтĕ. Вĕсем тăрăх уголовлă 8 ĕç пуçарнă, административлă 9 протокол çырнă. Тепĕр тесен браконьер пурнăçĕ çак тапхăрта çеç мар, ытти чухне те шикленÿллĕ. Çулталăк пуçланнăранпа полици саккуна пăсса пулă тытнин 186 тĕслĕхне тупса палăртнă. Пуçарнă уголовлă ĕçсем - 19, ытти 167 тĕслĕхре айăплисем административлă майпа явап тытаççĕ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.