Çамрăксем

14 Нарăс, 2014

Хăçан пĕрлешни манăçмĕ

Паян мĕнле кун пулнине, савнă мăшăра, юратнă çынна Çветтуй Валентин кунĕ ячĕпе саламлама манман-и? Пĕр-пĕрне савакансен пĕр пайĕ хăйсен юратăвне çирĕплетсе йăва çавăрма паянхи куна суйланă. Паллах, çемьери тăнăçлăх хитре хисепе кăтартакан е пĕр-пĕр уявпа çыхăннă кунра пĕрлешнинчен çеç килмест.

14 Нарăс, 2014

“Пĕлетĕн-и: пурăнас килет...”

Раççейри паллă çынсем - Дарья Донцова çыравçă, Иосиф Кобзон, Александр Буйнов, Лайма Вайкуле, Шура юрăçсем, Юрий Николаев артист тата телеертÿçĕ, Эммануил Виторган актер...

13 Нарăс, 2014

Чи пултаруллисем

Иртнĕ çул вĕçĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш "Цветик-семиц¬ветик" телекурав фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Унта Етĕрне районĕнчи Тури Ачак шкулĕнче вĕренекенсем те хастар хутшăннă. Тĕрлĕ хуларан килнĕ ачасем сакăр номинацире тупăшнă.

Кăçал кăрлач уйăхĕнче вара çак фестивалĕн финалĕ пулчĕ. Гала-концерта çĕнтерÿçĕсене çеç чĕнсе илчĕç, чи пултаруллисен хушшинче Тури Ачак шкулĕн "Гармония" ташă ушкăнĕ те. Вĕсем "Хореография" номинацире эстрада тата ирĕклĕ ташăсемпе виççĕмĕш степеньлĕ лауреатсем пулса тăчĕç.

13 Нарăс, 2014

Чемпионсем патĕнче: рекорд çĕнелет!

Иртнĕ эрнере эпир çырăнтару «чемпионĕсем» патне кайса килтĕмĕр. Çырăнтарура малашне пысăк шанăç паракан Мăн Чураш шкулне те çула май кĕрсе тухрăмăр. Раççей Конституцийĕ 20 çул тултарнине халалласа ирттернĕ викторина çĕнтерÿçине Андрей Иванова Хисеп грамотипе чысларăмăр.

13 Нарăс, 2014

Ял хушшинче мĕн сас лайăх?

Хĕллехи уяр та пит-куçа самаях хĕмлентерекен сивĕ кун. Канаш районĕнчи Воронцовкăна çитсе курма тĕвĕленнĕ шухăшăма çанталăк та чараймарĕ. Акă чи хĕрринчи кил тĕлĕнче машинăран анса юлтăм та ял урамĕпе ерипен утатăп.

Pages