Çамрăксем

24 Кăрлач, 2014

Хăйсене литература сăнарĕсемпе танлаштараççĕ

Иртнĕ ĕмĕрте Совет Союзĕ чи вулакан çĕр-шыв шутланнă. Çынсем таçта та - урамра, транспортра, библиотекăра, килте... - вуланă. Халĕ вара кĕнеке вырăнне компьютер, Интернет, кинофильмсем йышăнчĕç. Çапах, социаллă тĕрлĕ тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, студентсен пĕр пайĕ алла куллен кĕнеке тытма пăрахман-ха. Экономика аслă шкулĕн Чул хулари наци тĕпчев институчĕн тишкерĕвĕпе килĕшÿллĕн - вĕренекен çамрăксен пысăк пайĕ /75%/ илемлĕ литература хайлавĕсене вулать. Çавăн пекех фантастика произведенийĕсене, приключениллĕ повеç-романа куллен шĕкĕлчекенсем те пур.

23 Кăрлач, 2014

Сăвă ятарласа çуралмасть

Шкул сакки çине ларнă-ларманах Диана Моисеевăн чунĕнче сăвă çырас туртăм вăраннă. Ăнсăртран мар пуль. Пиччĕшĕн Артемăн сăввисем тăтăшах «Тантăш» тата «Çĕрпÿ хыпарçи» хаçатсенче пичетленнĕ, хĕр ачан та тăванĕнчен юлас килмен. Пиччĕшĕ йăмăкне шухăша уçăмлăрах çырма вĕрентнĕ тата тĕрлĕ сĕнÿпе пулăшнă.

23 Кăрлач, 2014

Кадетсен «Хĕллехи юмахĕ»

Кăçалхи пĕрремĕш бал - кадетсен уявĕ - кăрлачăн çирĕммĕшĕнче Ача-пăча пултарулăх керменĕнче иртрĕ. Ăна Культура çулталăкне халалланă. «Хĕллехи юмаха» республикăри кĕçĕн тата 5-7 классенчи кадетсем пуçтарăннă.

23 Кăрлач, 2014

Çĕнĕ ятсем уçрăмăр, çĕнтерÿçĕсене палăртрăмăр

2013 çул вĕçĕнче Çĕрпÿ районĕнчи шкулсенче вĕренекен çамрăк çыравçăсен «Çавал» ентешлĕхĕ йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă «Çĕрпÿ енĕн паллă çыннисем» пултарулăх конкурсне ирттертĕмĕр. Шкул ачисене хамăр тăрăхри сумлă, хисеплĕ çынсен ырă та пархатарлă енĕсене курма, вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, çамрăк çыравçăсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ÿс- терме пулăшас тĕллев лартрăмăр хамăр ума.

23 Кăрлач, 2014

Чăвашлах калаçас килет

Виççĕмĕш класри Анна Лалаян - вĕренÿ отличникĕ. Пур предмета та пĕр пек юратаканскер ÿссен тухтăр пуласшăн.

Кукамăшĕпе тата кукашшĕпе пурăнать вăл. Ашшĕпе амăшĕ Мускавра ĕçлесе кун кунлаççĕ.

Pages