Сăвă ятарласа çуралмасть

23 Кăрлач, 2014

Шкул сакки çине ларнă-ларманах Диана Моисеевăн чунĕнче сăвă çырас туртăм вăраннă. Ăнсăртран мар пуль. Пиччĕшĕн Артемăн сăввисем тăтăшах «Тантăш» тата «Çĕрпÿ хыпарçи» хаçатсенче пичетленнĕ, хĕр ачан та тăванĕнчен юлас килмен. Пиччĕшĕ йăмăкне шухăша уçăмлăрах çырма вĕрентнĕ тата тĕрлĕ сĕнÿпе пулăшнă.

Пурăна киле хĕр ачан сăвă çырас ăсталăхĕ хăйĕнпе пĕрлех ÿссе пынă. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Вера Алексеевна Егоровăн тата Ирина Витальевна Аристарховăн урокĕсем те витĕм кÿнех ĕнтĕ. Тăваттăмĕш класра чухне «Тантăшра» пĕрремĕш хут «Кукамипе кукаçи» тата «Анне» сăввисем пичетленсен пултаруллă хĕр ача тата хавхалануллăн ĕçлеме тытăннă.

«Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», - теççĕ халăхра. Дианăн амăшĕ, Эльвира Федоровна, шкулта физика предметне вĕрентет. Апла пулин те çамрăк чухне вăл сăвă çырма ăста пулнă. Çак пултарулăх енĕ каярах ачисене те куçнă.

Диана ытларах çемье тата çут çанталăк темисене хускатать. «Сăвă йĕркисем ятарласа çырас тенĕ чухне пуçа килмеççĕ, мĕн те пулин пулса иртсен, каçхине, çывăрас умĕн лайăх çырăнаççĕ», - тет çамрăк сăвăç.

Паянхи куна çитиччен вăл тĕрлĕ-рен конкурсра çĕнтерсе нумай Хисеп хутне тивĕçнĕ, икĕ хулăн портфолиона курсан хĕр ачан маттурлăхĕнчен такам та тĕлĕнĕ. Хăйĕн пĕрремĕш çитĕнĕвне хастар шкул ачи питĕ лайăх ас тăвать. Наукăпа практика конференцийĕнче «Автор прозипе поэзийĕ» секцире хăйĕн сăввисемпе паллаштарнă, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕлтĕр вара Диана çамрăк çыравçăсен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литература конкурсне хутшăннă, унăн сăввисем çак проект кĕнекине кĕме тивĕçнĕ. Шкул, район тата республика çеç мар, Пĕтĕм Раççей шайĕнче те хастарлăхне кăтартма пултарнă-çке вăл. «Талантсен çăлтăрлăхĕ» раççей конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнни мĕн тери пысăк çитĕнÿ!

«Пĕлтĕр пиччепе сăвă кĕнеки кăлартăмăр. Вăл «Чунăмри йĕркесем» ятлă. Унта хамăрăн чи лайăх хайлавсене кĕртрĕмĕр», - каласа парать Диана. Çакăн хыççăн пултаруллă пике вырăсла сăввисене пухса тепĕр кĕнеке кăларнă, «Мысли в стихах» ятлă вăл. Ку хыпаршăн пĕтĕм шкул савăннă, ăна халалласа уяв та йĕркеленĕ. Унта ачасем курма пуçтарăннисене маттур тантăшĕн сăввисемпе паллаштарнă. «Диана «Анне» ятлă сăввине вулама тытăнсан куççуле чараймарăм, чуна пырса тивекен йĕркесене итленĕ май вăл хăех шăпăртатса анчĕ», - терĕ Эльвира Федоровна çав уяв саманчĕсене аса илнĕ май. Чăнах та, çак йĕркесем мĕн тери чуна пырса тивеççĕ:

«Эс кулсассăн чĕрем савăнать,
Хĕвел пек ăшăтать чунăма.
Хурлансассăн ман чун ыратать,
Сирсе ярăттăм сан хуйхуна...»
 

Кĕнеке кăларас ĕç, паллах, çăмăл мар. Укçа-тенкĕ те чылай кирлĕ. Ку енчен хĕр ачана юратнă кукамă- шĕпе кукашшĕ пулăшнă. Вĕсемех ăна сăвă çырма та хавхалантараççĕ. «Тăрăшсан çитĕнÿ пулатех», - теççĕ мăнукне час-часах. Ырă чун-чĕреллĕ хĕр ача юратнă çыннисем патне тăтăшах çÿрет, кил тавра-шĕн чи мĕн пур ĕçе тума пулăшать, ватăсене чылай çăмăллăх кÿрет. Аслисем ĕлĕкхи йывăр пурнăç пирки каласа панине хĕр ача тимлĕ итлет те паянхи ăна питĕ çăмăл пек туйăнса каять. «Шел, çакна хаклама пĕлместпĕр эпир», - тет вăл. Кукашшĕпе кукамăшĕ иккĕшĕ те инвалид, çавăнпа Диана вĕсем пирки пĕр самант та манмасть.

Пултаруллă пике чăвашла кăна мар, вырăсла та çырать. Куншăн вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Геннадьевна Петровăна тав тăвать. Икĕ çул хушши наукăпа практика конферен-цийĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ вăл. Çак предмет олимпиадисене те хаваспах хутшăнать.

Пĕр паллă кинофильмри евĕртерех калас пулсан: «Хастар шкул ачи, сăвăç, спортсмен тата чăн-чăн чиперук!» - теме пулать ăна. Çак сăмахсене физкультура вĕрентекенĕ Борис Андрианович Ананьев та çирĕплетрĕ. Диана спортпа туслă. Вăл вылякан команда кăçал районта баскетболпа пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Часах маттурсем республика шайĕнчи ăмăртăва та хутшăнĕç. «Спорт çирĕп сывлăхлă пулма ĕмĕтленекен кашни çыннах кирлĕ», - тет Диана.

Театр кружокне хастар çÿрекенскер спектакльте хăйне шанса панă роле чĕререн вылять, сăнара куракансем ĕненмелле калăплать. Хăйĕн ушкăнĕпе район конкурсне хутшăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, республика шайне тухса Хисеп хутне тивĕçнĕ. Икĕ çул хушши ăна районта «Пике рольне чи лайăх калăплакан» ятпа чысланă.

Диана ташăра та маттур. Хăйĕн ăсталăхне кĕçĕн классене вĕрентет. Вăл хатĕрленĕ ушкăн район конкурсĕнче «Ылтăн ура» номинацире çĕнтернĕ.

«Манăн сылтăм алă вăл, пĕр мероприяти те унсăр иртмест. Амăшĕ ăна епле çуратма пĕлнĕ-ши/ - тет Л.Г. Петрова вĕрентекен. - Районти ытти шкулсенче вĕренекенсем пĕр-пĕр ăмăртура Дианăна курсанах вăл çĕнтерессе пĕлсе тăраççĕ, унран иртме пултарасси çинчен ĕмĕтленмеççĕ те».

Диана - питĕ лайăх ертÿçĕ. Вăл кирек хăш самантра та çухалса каймасть, çавăнпа уявсенче сăмах калама ыйтсан яланах халăх умне тухса илемлĕ те уçăмлă калаçма пултарать. Пысăк тĕл пулусенче те ăна сăмах параççĕ. Ялта «Урожай» стадион уçăлсан Диана пĕр хатĕрленмесĕрех Республика Пуçлăхĕ умĕнче тав сăмахĕ каланă. Символла уçăна та çак маттур хĕр ачана тыттарнă.

Çĕрпÿ районĕн «Ылтăн ертÿçи» тата «Ылтăн стипендиачĕ» вăл. Унăн çитĕнĕвĕсене каласа çитереес çук. Медаль те, Хисеп хучĕ те чылаях, анчах Диана вĕсемпе нихăçан та мухтанмасть, мăн кăмăлланса çÿремест. Вăл яланах сăпайлă, çынна ăнланма тата пулăшма хатĕр. Этем мĕнлерех пулнине куçран пăхсах пĕлме пулать теççĕ. Эпĕ те çакна Дианăн ырă та ăшă куçĕсенченех ăнлантăм.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.