Комментари хушас

14 Нарăс, 2014

Тÿпере самолет курсанах Турцие аса илет

Людмила Сачкова çырнă “Пĕртен пĕррескерĕм” пьесăри Виолета, Иван Стаднюкăн “Юратупа кавăн” камитĕнчи Маруç, Александр Пушкин хайлавĕ тăрăх лартнă “Дон Жуан - юрату шанчăкне çухатнăскер” мелодрамăри Донна Анна, Борис Дроздăн “Авланатăп эпĕ, авланатăп” постановкăри Козулина, Владимир Синакевичăн “Дикий” юмахĕнчи Акăш, Чăх, Кăвакал чĕппи... Çаксене пурне те Чăваш патшалăх академи драма театрĕн çамрăк артистки Анна Кудряшова калăплать. Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсен йышне кăçал кĕнĕ 27 çулти пикене “Çамрăксен хаçачĕн” тĕпелне йыхравларăмăр.

Çамрăк артисткăн биографийĕнче “Анна Кудряшова Мускавра 1987 çулта çуралнă” йĕрке пур. Тен, вăл вырăс хĕрĕ?

- Манăн анне çамрăк чухне çĕр-шывăн тĕп хулинче пурăннă, унта ВГИКран вĕренсе тухнă, режиссерта ĕçлекен каччăпа паллашнă. Ăна виçĕ хĕр çуратса савăнтарнă. Вĕсенчен пĕри - эпĕ. Кăштахран пирĕн Чăваш Ене куçса килмелле пулса тухнă. Халĕ çывăх çыннăм Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче пурăнать, тăван мар аттепе иккĕшĕн тепĕр хĕр пур, - калаçу пуçарчĕ Анна.

Тĕрĕссипе, унăн амăшĕ яланах артистка пулма ĕмĕтленнĕ, анчах тĕллев патне ăнтăлсан та ăна пурнăçа кĕртеймен. Çавăнпах вăл хĕрĕсене лайăхрах вĕрентме, аталантарма тăрăшнă. Аня сцена çине пĕчĕклех хăпарнă. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне вара Турцире иртнĕ тĕрĕк халăхĕсен юррисен фестивальне хутшăнма пултарнă. Унăн асĕнче çав çул çÿрев еплерех çырăнса юлнă-ши?

- Нумаях пулмасть пĕр уявра Виталий Станьял ăсчахпа юнашар ларма тиврĕ. Чăтаймарăм - сăмах пуçартăм. “1996 çулта Турцие кайнине ас тăватăр-и? Унта чăваш тумĕллĕ пĕчĕк хĕр ача пурччĕ. Эпĕ вăл”, - терĕм. Виталий Петрович аса илчĕ, чылайччен калаçрăмăр. Унта епле кайса килни пачах манăçман: самолет тÿпенелле хăпарнă чухне хама чуччупа ярăннă пек туйни те, хăранипе çумра ларнă хĕрарăма ыталани те, Турцире питĕ кăмăллăн кĕтсе илни те... Эрне пултăмăр унта, Стамбул хулинче концерт лартрăмăр, эпĕ юрласа пĕтерсен пĕтĕм халăх ура çине тăчĕ. Пĕр вĕренекенĕн çемйинче пурăнтăм. Унта пĕрремĕш хут “Кока-кола” ĕçсе куртăм, сĕтел çине хунă оливăна илсе хыпрăм, çырла пуль тенĕччĕ, айккинелле пăрăнса сурса пăрахрăм, çавăнтанпа олива çиейместĕп. Хваттерĕн пĕр стени кантăкранччĕ: урайран пуçласа маччана çитиех. Ун витĕр пăхса аэропортран самолетсем çĕкленнине сăнама кăмăллаттăм. Диснейленда кайса курни мĕне тăрать тата!

Турцире хăйне пурăнтарнă çемьене Аня амăшĕ парса янă тĕртнĕ пире парнеленĕ, хăнана йышăннăскерсем те асăнмалăх духи таврашĕ, кофтăсем, укçа... парса янă. Таврăнсан хĕр ача çав çĕр-шывшăн тунсăхланă - тÿпере самолетсем курсанах: “Çаксем мечĕтсемлĕ патшалăха вĕçеççĕ ĕнтĕ, мана мĕншĕн лартса каймаççĕ-ши?” - тенĕ.

Çавăнпах 5-мĕш класа куçма пуçтарăннă Аньăна Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицейра вĕренме хаваспах илнĕ. Ăна кăна мар, 1-мĕш класа каякан йăмăкне те. Сăмах май, вăл спортра пысăк çитĕнÿсем тăвать. Юрă-кĕвĕ тĕнчипе çывăх туслашнă Аня лицей хыççăн Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине кĕнĕ. Пурнăçран мĕн пур ыррине илме тăрăшаканскер вĕренме кăмăллать. Училище дипломне илсен вăл Чул хула консерваторине те кайса пăхнă. Çапах хамăр хулари культурăпа искусство институтне суйланă. Çамрăк артистка аслă шкула вĕренме кĕрес умĕнхи тертлĕ экзаменсен тапхăрне манман-ши?

- Мускавра çуралнăран, Шупашкарта вĕреннĕрен тантăшсемпе ытларах вырăсла калаçма тиветчĕ, çавăнпа ăсталăха театр уйрăмĕн вырăс ушкăнĕнче туптама ĕмĕтленеттĕм. Валерий Яковлев режиссер чăваш ушкăнне илессине пĕлтерчĕ, пĕр çулталăкра тăван чĕлхепе таса калаçмашкăн хăнăхма хытарсах каларĕ, - иртнине куç умне кăларчĕ артистка.

Мĕн тетĕр? Халĕ Аня чăвашла илемлĕ калаçать кăна мар, Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлет. Суйлав тапхăрне кĕске юбкăпа кайнă хĕре экзаменаторсем куçлăхĕсене улăштара-улăштарах сăнанă, кашнинчех: “Эсĕ мĕн çÿллĕш?” - тесе ыйтнă. 170 сантиметр таран ÿснĕскере çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак тата яштакарах кăтартнă.

Сценăшăн каçăхса кайма хатĕрскер чăннипех те çунатланса вĕреннĕ, кашни заняти уншăн - ăсталăх лаççи. Мускавран паллă çынсем килсе мастер-классем ирттернĕшĕн питĕ савăннă вăл. Вĕреннĕ вăхăтра лартнă “Туй”, “Пĕртен пĕррескерĕм” спектакльсенче те хăйне туллин кăтартнă. Иккĕмĕш постановкăра жаргонпа калаçакан Виолета: “Пипец”, - тени кăна мĕне тăрать? Спектакле курма пынă автор - Людмила Сачкова - тĕлĕннине пытарман: “Пьесăри сăнарăн прототипĕ лăп та шăп çавнашкал! Ку хĕре ăçтан тупнă?” - тесе тĕлĕннĕ.

- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - эсĕ пĕлтĕр çулла РФ театр ĕçченĕсен союзĕн Пĕтĕм тĕнчери шкулне хутшăннă. Ăсталăх тата ытларах туптанчĕ-и? - калаçăва тăсрăм эпĕ.

- Туптанмасăр?! Унта пĕтĕм тĕнчери 800 çынран 70-шне суйласа илнĕ. Списока пăхсан чутах йăванса каяттăм: Англи, Греци, Япони, Шотланди... артисчĕсем пухăннăччĕ. Тĕнчипе палăрнă педагогсенчен, паллах, вĕренмелли чылай. Пĕр уйăх пĕр кун пек иртрĕ. Вильям Шекспирăн “Сон в летнюю ночь” камитне пач çĕнĕлле, паянхи саманапа килĕшсе тăмалла, лартрăмăр, Мускав облаçĕнчи хуласенче гастрольпе пултăмăр, - каласа тĕлĕнтерчĕ стипендиатка.

Çавăнтанпа вăл кашни роле хăйĕнчен мĕн те пулин хушать. Куншăн ăна режиссерсем те ырлаççĕ. Унччен те çак туртăм пулнă-ха унăн. “Авланатăп, эпĕ авланатăп” пьеса сценарийĕпе паллашсан Анна хăйне шанса панă сăнара куç умне кăларнă. “Ахăртнех, ку хĕрарăм пысăк кăкăрлă, сарлака купарчаллă”, - шухăшланă хĕр. Çапла тунă та. Çапах репертуарти хăш спектакле, хăш сăнара ытларах килĕштерет-ха вăл?

- Манăн шухăшпа - артистăн вăл е ку роле ытларах юратмалла мар, кашнинчех çăмăллăн “вĕçмелле”. Малтанах çĕнĕ роль пирки кăна шухăшласа çÿремелле: хăйне мĕнлерех тыткалать вăл, сасси еплерех, сăн-пичĕ?.. - палăртрĕ Анна.

Кирек мĕнле артистăн та выляс килнĕ сăнар пур. Анна Кудряшовăн çак ĕмĕчĕ майĕпен пурнăçланса пырать: халĕ труппа мюзикл лартма хатĕрленет. Уçă саслă хĕр яланах çакнашкал жанрлă постановкăра вылясси пирки шухăшланă. Çамрăк артисткăн ăсталăхĕ пысăкки паллă. Вăл педагогра та ĕçлет - харпăр студире ачасене сцена çинче тĕрĕс калаçма вĕрентет. Пушă вăхăтра кĕнеке вулать, яла каймассерен йĕлтĕрпе чупать. Пĕлĕве тарăнлатма, опыт пухма ÿркенмен артисткăн малашлăхĕ çутă пуласси паллă.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.