Комментари хушас

15 Нарăс, 2014

Театра сусăрсемшĕн те çул уçăлĕ

«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ вăй илни пирки хаçатра çырнăччĕ. Çак эрнере республикăри Хĕрарамсен канашĕ ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану, ЧР культурăпа национальноç ĕçĕсен, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствисем пулăшнипе Пукане театрĕнче «Ырăлăх хăвачĕ» уяв йĕркелерĕ. Çакăнта пуçтарăннисем юрă-кĕвĕ ытамне лекрĕç. Клоунсемпе ирттернĕ вăхăт пĕчĕккисен асĕнче юлни иккĕлентермест. Йĕри-тавра супăнь хăмпăвĕ вĕçрĕ. Унтан артистсем ăнăçсăр çемьесенчи ачасене «Кĕл пике» спектакль кăтартрĕç. Билетсене районсенчи тата хуласенчи хĕрарăмсен канашĕн хастарĕсем, предпринимательсем туяннă. Çав укçана ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачне куçарнă та ĕнтĕ. «Унпа Пукане театрĕнче пандуссем тата хăпарткăчсем вырнаçтарăпăр», - тет Хĕрарăмсен канашĕн Ыр кăмăллăх фончĕн председателĕ Лариса Игнатьева. Апла тăк сусăрсем малашне курав залне пĕр чăрмавсăрах кĕме пултарĕç.

«Пирĕншĕн, хĕрарăмсемшĕн, çемье малти вырăнта. Эпир ачасемшĕн пурăнатпăр. Шел те, пирĕн хушăра ăнăçсăр çемьесем, сусăр ачасем пур. Вĕсене патшалăх кăна мар, халăх та ниме майĕпе пулăшасси йăлана кĕчĕ. Ас тăватăр-и, пĕлтĕр сусăр ачасем валли пукане спектаклĕсен фестивальне йĕркеленĕччĕ. Кăçал та пирĕн республикăна Раççейри, чикĕ леш енчи Пукане театрĕсем çĕнĕ ĕçсем илсе килĕç. Черетлĕ фестивале çакăнта йĕркелĕпĕр», - палăртрĕ республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева.

Çавнашкалах республикăри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Владимир Викторов, ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов тата ыттисем сăмах илчĕç, уяв пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕç.

Шупашкарти Хĕрарăмсен мăнастирĕнчи Георгий Орлов протоиерейпа Сергия матăшкă та ăшă çакнашкал тĕл пулу килĕшÿ тупма, çемьене çирĕплетме, чуна пуянлатма пулăшнине палăртрĕç.

Хĕрарăм предпринимательсем марафон пухмачне 30-шар пин тенкĕ хыврĕç. Чăн та, ырă кăмăллă çын сахал мар пирĕн йышра.

Мария РОМАНСКАЯ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.