Комментари хушас

14 Нарăс, 2014

“Пĕлетĕн-и: пурăнас килет...”

Раççейри паллă çынсем - Дарья Донцова çыравçă, Иосиф Кобзон, Александр Буйнов, Лайма Вайкуле, Шура юрăçсем, Юрий Николаев артист тата телеертÿçĕ, Эммануил Виторган актер... - хăй вăхăтĕнче усал шыççа пула хирург çĕççи айне выртнă, хими терапийĕн курсĕсем витĕр тухнă, хăрушă чире парăнтарса малалла ĕçлеме вăй-хал çитернĕ, халĕ ав Жанна Фриске юрăç пуç мимин усал шыççипе кĕрешет. Анчах, питĕ шел те, Муркаш районĕнчи Кĕрекаç ялĕнче çуралса ÿснĕ, çитĕнсен çемье çавăрса ача-пăчаллă пулма, журналиста вĕренсе статьясенче питĕ çивĕч ыйтусем хускатма мĕн ачаран ĕмĕтленнĕ Лариса Кузьмина хăрушăран та хăрушă çак чире çĕнтереймерĕ... 23 çул та тултараймасăр амăшне хăр тăлăха хăварчĕ. Хунямăшне, ашшĕпе амăшне, упăшкине юлашки çула ăсатнă Любовь Порфирьевнăн пĕртен пĕр хĕрĕн Ларисăн чĕри нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче тапма чарăннă. Нарăсăн 4-мĕшĕ... Пĕтĕм тĕнчери усал шыçăпа кĕрешмелли кун. Шăп çав кун шап-шурă туй кĕпине тăхăнтартнă 22 çулти пике тупăкра выртрĕ...

Кам шухăшлама пултарнă?

Лариса Кузьмина Калайкасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă вăхăта журналист профессийĕ пирки ĕмĕтленме пăрахнă, Мускав патшалăх автомобильпе транспорт университечĕн Шупашкарти филиалĕн сукмакне такăрлатма шухăшланă. Укçа тÿлесе вĕренмелле пулсан та ашшĕпе амăшĕ хирĕçлемен - пĕртен пĕр хĕре аслă пĕлÿ илме епле чарăн? 2009 çулхи çулла Лариса ÿт температури чакманнипе чылай вăхăт асапланнă. Каярахпа та температура 37,1-37,3 пулнă. Раштав уйăхне кĕрсен 18 çулти чиперккен пĕр пĕççинче муклашка тухнă. Кузьминсем çийĕнчех Шупашкарти Çурçĕр клиникине вĕçтернĕ - унта палланă тухтăрсем ĕçлеççĕ-çке. Малтанах шурă халатлисем Лариса пĕççинче çу мăкăлĕ /жировик/ ÿснине çирĕплетнĕ, анчах анализсем япăххине кура Шупашкарти онкологи диспансерне кайса пăхма сĕннĕ. Мал ĕмĕтлĕ пике тухтăрсен сăмахĕ хăйне ăнран ярасси пирки шухăшлама та пултарайман. Тĕрĕсленĕ хыççăн пĕçĕре ахаль мăкăль мар, усал шыçă çитĕннине пĕлтернĕ. Лариса Порфирьевна хĕрне çавăтнă та Мускаври Н.Н.Блохин ячĕллĕ онкологи центрне илсе кайнă. Унти тухтăрсем те амăшĕпе хĕрне лăплантарман: шала кайнă саркома, III тапхăр. Çавăнпах хирург çĕççи айне выртмашкăн хатĕрленме хушнă.

- Операци ултă сехет тăсăлчĕ. Чĕр куççи тĕлĕнчи тăватă мышцăран виççĕшне касса илчĕç. Кун пек операци хыççăн чылайăшĕ тепĕр хут утма та хăнăхаймасть пулсан Лариса вĕренчĕ. Палатăнах тренажер велосипед лартрăмăр. Хăйне çирĕп тытнипех хĕрĕм утма тытăнчĕ. Пуç усмасăр малалла талпăнаканскертен тĕлĕнсе, ыттисене тĕслĕх кăтартса Мускаври телеканал сюжет та хатĕрленĕччĕ, - хĕрĕн сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартнă май калаçу пуçарчĕ Любовь Кузьмина. - Пĕлетĕр-и: каярахпа унăн чĕр куççи шăмми сакăр хутчен тухса кайрĕ. Эх, мĕнле асапланатчĕ çавăн чухне.

Метастаза... хăрушă сăмах

Шыççа касса илнĕ хыççăн Ларисăн хими терапийĕн тăватă курсĕ витĕр тухма тивнĕ. Апла пулин те алă усман вăл, малаллах талпăннă, чире çĕнтерессе пĕтĕм чунĕпе ĕненнĕ. 2011 çулхи чÿк уйăхĕнче онкологи диспансерĕнче тĕрĕсленнĕ: йăлтах йĕркеллĕ. Лариса савăннипе тÿпене вĕçменни кăна, анчах 2012 çулхи пушра тухтăрсем пикене каллех пăшăрхантарнă: “Метастаза кайнă. Ÿпкере усал шыçă çитĕнет”. Киле таврăнсан 21 çулти хĕр уласа макăрнă... Çапла çав çулхи çурла уйăхĕнче Лариса хирург сĕтелĕ çине икĕ хутчен выртнă: малтан унăн хăрах ÿпкин пĕр пайне, унтан тепринне касса илнĕ. Каллех - пĕр çÿç пĕрчисĕр хăваракан хими терапийĕн курсĕсем: пĕрре-иккĕ кăна мар, тăваттă-пиллĕк. Пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче Кĕрекаç хĕрĕ Мускава планпа пăхнă тĕрĕслеве çул тытнă, анчах анализсем панă хыççăн икĕ тухтăр ун умĕнчех тавлашнă: “Пикене операцие илмелле-и е çук-и? Усси пулать-и, çук-и?” Канашласан-канашласан хĕре киле яма йышăннă, эмелсем çеç ĕçме хушнă.

- Препаратсене илмешкĕн Шупашкарти онкологи диспансерне кайрăмăр. Тухтăр рецептра палăртнисене пурăннă вырăнтан илмеллине каларĕ-ха, анчах мана пÿлĕмре тытса юлчĕ. Хĕрĕм тухсан ку эмелсене ячĕшĕн, киле кайччăр тесе çеç çырса панине пĕлтерчĕ, - каласа тĕлĕнтерчĕ Любовь Порфирьевна.

“Çын çинчи йывăç çинчи пек”

Авалхи чăвашсем ку сăмаха ахальтен кăларман. Паянхи кун ăна хăш-пĕр тухтăр пирки каланăн туйăнать. Интернетри тĕрлĕ форумра та врачсен тÿрккеслĕхĕ пирки хивре çыраççĕ, тавлашаççĕ. Пĕртен пĕр хĕрне пытарнă пысăк чĕреллĕ амăшĕ тăватă çула тăсăлнă хăрушă тапхăрта мĕн кăна курман-ши? Шупашкарти, Мускаври тухтăрсене вăл мĕнле хаклать-ха?

- Раççейĕн тĕп хулинчи тухтăрсем лайăхрах пăхаççĕ, кунĕн-çĕрĕнех вĕсенчен пулăшу ыйтма май пур. Шупашкарта вара кăнтăрла иртни виçĕ сехет тĕлне пĕр врача та шыраса тупаймастăн, - чунне ыраттарса калаçрĕ пĕччен юлнăскер.

Шурă халатлисем кĕсьене укçа чиксе панине шутсăр кăмăллаççĕ. Питĕ тĕлĕнетĕп: усал шыçăпа чирлекенсен тăванĕсенчен нухрат илме-ыйтма епле хал çитереççĕ-ши вĕсем? Медицина пулăшăвне тÿлевсĕр пама саккунпа çирĕплетнĕ патшалăхра пурăнатпăр, çапах Любовь Порфирьевнăна та çула тухма тĕрки-тĕркипех укçа кирлĕ пулнă. Ара, операцие кăна миçе çын хутшăнать-çке: хирург, анестезиолог, реаниматолог, медицина сестрисем... Кашнине уйрăммăн тав тумалла. Юрать, упăшкинчен нумаях пулмасть тăлăха юлнă хĕрарăма Муркаш чăх-чĕп фабрикинчен, мăшăрĕ ĕçленĕ çĕртен, полици тытăмĕнчен, пулăшнă, унсăрăн...

Парикмахера, водителе вĕреннĕ

Чир амаланнине пула Лариса Кузьминан МАДИре вĕренмешкĕн пăрахма тивнĕ. Апла пулин те алла диплом илес шухăша пăрахăçламан вăл - парикмахерсен курсне çырăннă. Шел, ялан сипленме тивнĕрен ку ĕçре вăй хурайман. Уксахласа çÿрекенскер водителе вĕренме тĕллевленнĕ. Эх, мĕн кăна тÿсмен-ши чăваш хĕрĕ ăна пурнăçа кĕртессишĕн? Ура вăйĕ çитменнипе автомашинăпа çÿреме тÿрех хăнăхайман. Ырă кăмăллă инструктор пулăшнипе çеç вĕренейнĕ. Тухтăрсем те транспорт рулĕ умне лармашкăн ирĕк паман. Вĕсене ÿкĕте аран кĕртнĕ Лариса. Çапла амăшĕпе хĕрĕ çăмăл автомобиль туяннă. Лариса руль умне кăçалхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕчченех ларнă.

Саркомăпа чирлĕскер юлашки вăхăтра чиркĕве çÿреме пуçланă. Ăçта кăна çитмен-ши? Мускава, Тутарстана... Çÿлтикасси чиркĕвĕн пачăшки Феодосий атте хăй те Кузьминсем патне эрнере икĕ хутчен пырса çÿреме тытăннă.

- “Чиркÿре пулнă хыççăн эпĕ хама питĕ çăмăл туятăп, ыратнине те сисместĕп”, - тетчĕ Лариса, - калаçăва хутшăнчĕ унăн иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ Кристина Семенова. - Ырă кăмăллăскер хăйĕн чирне пула амăшне нушалантарнăшăн питĕ хурланатчĕ, унăн малашлăхĕшĕн пăшăрханатчĕ.

Çавăнпах ĕнтĕ Лариса тăванĕсем пырса куççульленнине курсан та кашнинчех: “Сăмса шывне юхтарса ан ларăр, шăлса типĕтĕр”, - тенĕ.

- Раштавра каçхи кĕлле кайрăмăр. Вăл - руль умĕнче. Хăйне питĕ япăх туйсан та чиркÿре ура çинчех тăчĕ, ларма сĕнсен те килĕшмерĕ. Çур çĕр иртни пĕр сехетре епле нушаланнине кура хĕрĕме киле таврăнма ÿкĕтлерĕм. Тухса килтĕмĕр. Анчах вăл кĕлĕ вĕçлениччен тăрайманшăн, çылăхĕсене каçарттарса “турă юнне” сыпайманшăн питĕ хытă ÿкĕнчĕ, - хурлăхлăн сăмах вакларĕ Любовь Порфирьевна. - Çавăнпах кăрлачăн 13-мĕшĕнче чиркĕве хăех çул тытрĕ, ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртсе таврăнчĕ.

Кăшарни умĕн, кăрлачăн 17-мĕшĕнче каç кÿлĕм, Лариса хытах аптăраса ÿкнĕ. Сывлайми пулнă. Çур çĕр варринче тăванĕсем Интернет урлă ятарлă аппарат шырама тытăннă. Юрать, ырă çын тупăннă. Шупашкарта пурăнакан арçын, мăшăрне усал шыççа пула пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче пытарнăскер, хаклă аппарата тара панă.

- Иртнĕ çул вĕçĕнче хĕрĕм хытах аптăрама тытăнчĕ, пĕтĕм кĕлетки ыратнăран лăпкăн çывăраймастчĕ. Анчах темĕнле йывăр пулсан та куççульне кăтартмастчĕ, хăй çавăн пек çамрăклах чирленĕшĕн тарăхса кăшкăрашмастчĕ. Вăйне ăçтан çитерчĕ-ши? Юлашкинчен икĕ урине те шыçăсем тухса тулчĕç. Вĕсем çине тăван ачисем çине пăхнă пек пăхатчĕ те лăпкăн кăна: “Ÿсетĕр-и-ха?” - тетчĕ, - куççуль тумламĕсем никамсăр тăрса юлнă 47 çулти хĕрарăм пичĕ тăрăх юхса анчĕç. - Икĕ эрне вырăнпах выртрĕ, анчах илеме яланах юратнăскер кун сиктерсе пуçне çăватчĕ, хăйне тирпейлĕ тытатчĕ. Пăхтармарĕ... Чир хаярлăхне пĕлсен те хĕрĕм çапла ир вилесси пирки шухăшламан.

Вилме хатĕрленнĕ

Лариса йывăр çак чире çĕнтерессе питĕ ĕненнĕ, анчах юлашки уйăхсенче леш тĕнчене каймалли кун çывхарса пынине ăнланнă. Мĕн пытармалли: халĕ Интернетра темĕнле информаци те, статья та пур. Чир паллисем пирки вуланă май сукмак кĕçех татăлассине вăл ăнланса пурăннă. Çитменнине, Мускавра пĕрле сипленнисем пĕрин хыççăн тепри çак тĕнчерен уйрăлнă.

- Тухтăрсем каланă тăрăх - саркомăпа ытларах çамрăксем чирлеççĕ. Чăнах та, онкологи центрĕнчи çак уйрăмра выртакансен пысăкран та пысăк пайĕ яшсемпе хĕрсемччĕ: вĕсем 18 çулта, 21-ре, 24-ра... Пĕр чиперкки - тăлмачăччĕ. Майсем пуррипе тăванĕсем ăна Германие илсе кайнă, пур пĕрех çăлайман - хĕр комăра пĕр уйăх выртнă хыççăн вилнĕ. Паллă: никам та çак çĕр çине çĕр-çĕр çуллăха килмен, пурте каятпăр. Анчах пурăнса та ĕлкĕрейменскерсен мĕншĕн çамрăклах вилмелле-ха? - чунри тарăхăвне пытараймарĕ Любовь Порфирьевна.

- Мускаври больницăра выртнă чухне Лариса 19-ти Андрейпа паллашрĕ. Вĕсем туслашрĕç. Каччă вырăнпах выртатчĕ пулсан та чире парăнтарасса ĕненетчĕ, сывалса Ларисăна качча илесси пирки те пĕррехинче сăмах хускатнă вăл. Шел, чир вăйлăрах пулчĕ. Андрей пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче вилнĕ. Лариса уншăн питĕ хурланчĕ. Халĕ çÿл тÿпере вĕсем пĕрле пулаççĕ-тĕр. Тĕрĕссипе, пĕлнĕ-палланă çын çут тĕнчерен уйрăлсан питĕ-питĕ хытă кулянатчĕ вăл, - палăртрĕ Кристина.

Сыватмăшра Лариса Даянăпа та паллашнă. Ăна кукамăшĕ пăхса ÿстернĕ. 21-ри мăнукне вăлах юлашки çула ăсатнă. 63 çултискер Лариса вырăнпа выртнине пĕлсен Мускав облаçĕнчи Ступино хулинчен вирхĕнсе çитнĕ, виçĕ талăк кунта пурăннă. Çуралнă кун ячĕпе 100 доллар тыттарнă, сипленме тепĕр 3 пин тенкĕ парса хăварнă. Çулла килме, çывăхри улăхра Ларисăпа уçăлса çÿреме шантарнă, анчах...

Тĕмпе ÿсекен кĕл чечексене килĕштерекен пике Интернетри социаллă сайтри страницăра хăйĕн шухăшне палăртса тĕрлĕ йĕрке çырнă. Вĕсене куççульсĕр вулаймăн. “Пĕлетĕн-и: пурăнас килет... Çĕр çинче ахаль çеç утса çÿрес килет... Тÿпенелле пăхса улăхри салтак тÿмисене татас килет...” Е тата: “Врачсем лартнă диагноза ан ĕнен, суранусем пĕр кĕтмен çĕртен сипленĕç. Пурăнас килни ăнланма йывăр чиртен чылай вăйлăрах”. Çак Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ май тусĕсене, пĕлĕшĕсене саламласа вăл çапла хайланă: “Çĕнĕ çулта пуç уснă мăшăра: “Саламлатпăр! Сирĕн ача пулать” - теччĕр, ватăлнă ашшĕ-амăшне ачисем: “Тунсăхласа çитрĕмĕр! Кĕтĕр! Эпир пыратпăр”, - теччĕр. Чирлĕ кашни çыннах врачсем: “Эсир сывă!” - теччĕр...” Сехет вун икĕ хут шакканă чухне хăйне те тухтăрсем çак сăмахсене каласса чунĕнче шаннă-тăр, анчах...

Кăшарни тĕлĕнче хăйне япăхран та япăх туйнине кура, вилессине пĕлтерекен тĕлĕк те тĕлленнĕрен - хăй качча кайнине курнă - Лариса чун тухсан тăхăнтартма туй кĕпи туянма хушнă. Интернетпа пăхса хăй килĕштернĕ тĕслине, эрешлине, фасонлине... суйланă. Феодосий атте пырсан çав тума тăхăнса çылăх каçарттарнă, “турă юнне” сыпнă. Вăй-халĕ ăçтан çитнĕ-ши?

- Урине операци тунăран Лариса çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿресе кураймарĕ. Хăй вара ун пеккине питĕ кăмăллатчĕ, çавăнпах пысăк кĕлеллĕ пушмакпах пытарма ыйтрĕ. Ун пек пытарсан вилнисем леш тĕнчере ура ывăннине пĕлтереççĕ, систереççĕ теççĕ пулин те хирĕçлемерĕмĕр, - каласа кăтартрĕ Кристина.

- Нарăсăн 3-мĕшĕ. Çĕрле. Лариса халсăрлансах пычĕ. Темиçе талăк çимен, ĕçмен. Сывлама йывăррине пĕлтерсе алăка уçма хушрĕ. Пÿрт питĕ сивĕнсен те ăна сывлăш çитмерĕ. Çур çĕр иртсен Феодосий атте патне шăнкăравлама, килмешкĕн ыйтма сĕнчĕ. Аван мар тесе шăнкăравлаймарăм. Кĕлĕ вулама ыйтрĕ... 1 сехет тĕлĕнче хĕрĕм: “Турăçăм, турăçăм, турă-ă-ç-ăм...” - терĕ те алли çĕрелле лăштăр! кайрĕ, - темĕнле йĕрес килсен те хăйне алăра тытрĕ нушине пурнăçра нумай курнă хĕрарăм.

Ĕненме йывăр

Лариса йывăр чирленине питĕ сахал çын пĕлнĕ, вăл кун пирки калама ирĕк паман. Çавăнпах хурлăхлă хыпар сарăлсан чылайăшĕ тĕлĕннĕ.

- Виççĕмĕш сыпăкри йăмăкăм пирĕн хушăра текех çуккине йышăнма йывăр. Питĕ-питĕ çирĕп кăмăллăччĕ, кирек кама та пулăшатчĕ, - хăйĕн шухăшне палăртрĕ “Янташ” ушкăн юрăçи Николай Кузьмин. - Спортпа питĕ туслăччĕ. “Эсĕ тăрăшатăн! Саншăн савăнатăп! Пирĕн хушамата чапа кăлартăн”, - тетчĕ мана. Ушкăнра лидерччĕ, пурне те хăйĕн хыççăн ертсе пыма пултаратчĕ.

Любовь Порфирьевна та водителе вĕреннĕ, анчах пуç çинчи хуйха пула экзамена тытайман. Лариса ăна çак ĕмĕте пурнăçа кĕртме ăнăçу суннă. “Анне, пĕл: эпĕ яланах санпа юнашар пулăп”, - тенĕ юлашкинчен. Çак сăмахсене асра тытса Любовь Кузьмина хĕрĕн чунĕ канлĕх туптăр тесе ирхине те, каçхине те кĕлĕ вулĕ...

Тĕлĕнмелле! Пурнăç тĕрĕс марлăхĕ-ши ку, шăпа пÿрни-ши?.. Çамрăксен тупăка мĕншĕн çавăн пек ир кĕрсе выртмалла-ха? Пĕлтĕр Чăваш Енре кăна 1821 çын усал шыçă чирне пула çут тĕнчерен уйрăлнă. Ку вилнисен 11,1 проценчĕ! Вăл кăна та мар, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче иртнĕ канашлура ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Татьяна Богданова рака пула çут тĕнчерен кайнисен йышĕ 3,3 процент ÿснине палăртнă. Питĕ пысăк цифрăсем! Ачасене те, çамрăксене те, вăй питти арçынсемпе черчен хĕрарăмсене те, аслă ăрурисене те хĕрхенмен тискер çак чир тата миçе çынна макăртĕ-ши, тăлăха хăварĕ-ши?.. Этемлĕхе унран тĕпĕ-йĕрĕпех хăтарма ăсчахсем хăçан май-меслет тупĕç-ши?..

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.