“Çивĕте пула чутах хур кураттăм”

14 Нарăс, 2014

Испани тесенех куç умне вăкăрсен кĕрешĕвĕ, фламенко ташши, футбол тухса тăраççĕ. Кунта Мигель Сервантес, Эрнест Хемингуэй çыравçăсем, Марио Касас артист... çуралнă. Çулталăкра 280 кун хĕвел пăхакан çĕр-шывра 200-е яхăн пляж, 350 пине яхăн кафе-ресторан... Тĕнчери чи пысăк стадион та Испанири Барселонăра. Çĕр чăмăрĕнчи олива çăвĕн 44% кунта тăваççĕ. Испание «Кроликсен çĕр-шывĕ» те теççĕ. Пурте илтмелле хытă та хаваслă калаçма, ятлаçма юратаканскерсем испанла кăна мар, галисилле те, баскла та, каталонла та пуплеççĕ. Испансем ниçта та васкамаççĕ, канлĕ пурăнаççĕ. Çавăнпа пулĕ вĕсен хушшинче хутла пĕлменнисем те пур.

Чăваш Енре испансене час-часах тĕл пулаймăн, çапах вĕсем пирĕн тăрăхра та пур. Волонтер мелĕпе килнĕ, кăмăл тунисене хăйĕн чĕлхине вĕрентекен Виктор Гузманпа паллашма тÿр килчĕ. Вăл ачасене кĕнеке вулаттарса мар, калаçса, вăйăсем урлă, психологи хăнăхтарăвĕсемпе усă курса ăс парать. Виктор Альварез Гузман Испанири Вальядолидра çуралса ÿснĕ. 25 çулти каччă испанла, акăлчанла, французла, нимĕçле, баскла калаçать. Вырăсла пĕлменскер унпа пуплеме хăнăхмашкăн тĕллев лартнă. Виктор Басксен Çĕр-шывĕн Университетĕнче психолога вĕреннĕ. Нарăс вĕçĕнче вăл Шупашкарпа сыв пуллашĕ.

- Университет пĕтерсен психолог дипломне илтĕм, çул çÿреве тухрăм. Тĕрлĕ çĕрте пулнăран акăлчанла калаçма вĕрентĕм, малашне те тĕнче курса çÿресчĕ. Унччен малтан Европăри пур çĕр-шывра та, Румынипе Америкăра та пулса куртăм. Халĕ Азие кайса курма ĕмĕтленетĕп. Кунта киличчен Литвара пурăнтăм. Ун чухне тăвансем маншăн лăпкăччĕ, анчах Раççее çул тытассине пĕлтерсен хăраса ÿкрĕç, анне мана кунта вуçех ярасшăн марччĕ. Атте вара: «Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ», - тесе лăплантарчĕ.

- Испание нумайăшĕ футбол вăййинчен пĕлет. Тĕнчипе паллă «Реал» тата «Барселона» клубсемшĕн чăваш каччисем те каçса каяççĕ. Эсĕ, испан каччи, спорта кăмăллатăн-и?

- Эпĕ ку клубсемшĕн мар, «Атлетико» командăшăн хумханатăп, çапах баскетболла выляма ытларах кăмăллатăп. Манăн кукка - профессионал баскетболист. Футбол курассишĕнех стадиона утмастăп, уншăн укçа тăкаклас килмест. Айккинчен пăхатăп та - испансем футболшăн каçăхса тепĕр чух алхассах каяççĕ, таврана кисретмелле çухăрашаççĕ. Эпĕ Испанири Сан-Себастьянăра пурăнатăп. Унта баскетболла выляма та, серфингпа кăсăкланма та, çыран хĕрринче хĕртĕнме те кăмăллă.

- Испансем ирех, 5-рех, тăни, каçхи апата 8-9 сехетре ларни пирки илтнĕччĕ. Ачасем те çĕрлечченех выляма пултараççĕ иккен.

- Ку çанталăк ăшă пулнипе çыхăннă. Кăнтăрла иртни 2 сехетрен тытăнса каçхи 8-ччен канатпăр: сиеста. Ачасене çур çĕр иртни икĕ сехетченех выляма ирĕк параççĕ. Пирĕн тăрăхра каçсем çутă. Çуллахи вăхăтра кунти сывлăш температури 47 градуса çитет, пĕррехинче манăн урари резина тапочкă та ирĕлнĕччĕ. Халĕ Сан-Себастьянăра 15 градус ăшă. Ака уйăхĕнче кунĕн-çĕрĕн çумăр çăвĕ, йăлтах симĕсленĕ.

- Сирĕн тăрăхра кайăк-кĕшĕк питĕ нумай теççĕ...

- Çапла. Испанире кайăк питĕ нумай. Вĕсем хĕл каçма вĕçсе пыраççĕ. Пĕррехинче юлташпа пĕрле хут татăкĕ çине вырăна тата вăхăта çырса палăртрăмăр та вĕсене кайăксен урисем çине çыпăçтартăмăр. Çулталăкран çав кайăксене тепĕр хут куртăмăр, хут татăкĕсене уйăртăмăр.

- Испансен чылай кинофильмĕнче кăтартнă тăрăх - çемье пĕрремĕш вырăнта, анчах каччисем час авланмаççĕ-çке.

- Испан яшĕшĕн çемье яланах пĕрремĕш вырăнта, çавăнпа хĕрпе курнăçма каймалла пулсан та çав кун тăвансем килте пуçтарăнсан каччă савни патне çул тытмĕ. Пурте пĕр сĕтел тавра пухăнаççĕ, вырăссем пекех юрлаççĕ. Эпĕ те 30 çул тултармасăр çемье çавăрма шухăшламастăп. Испансем каланă тăрăх - Раççей çамрăкĕсем ытла час мăшăрланаççĕ. Кунта киличчен Раççейре кăвак куçлă, сарă çÿçлĕ пикесем, матрешка, эрех пуррине тата вырăс çыннисем çирĕп кăмăллă та вăйлă тенине çеç илтнĕччĕ.

- Сирĕн тăрăхри арçынсем кил-тĕрĕшре ĕçлеме кăмăллаççĕ тенине илтрĕм. Эсĕ килте ĕçлетĕн-и?

- Пирĕн патри арçынсем 2001 çултанпа çара каймаççĕ. Манăн хĕсмет килтех, анне çумĕнчех, иртрĕ. Тăванăмран апат хатĕрлеме, кĕпе-йĕм çума пĕчĕкренех вĕрентĕм. Ташлама юрататăп, сăвă çырма кăмăлланăран ăна шăрçалакансен конкурсне хутшăннăччĕ, ытларах çут çанталăк çинчен çырма юрататăп. Испанире пурнăç вăрах шăвать, çынсем ĕçе майĕпен, каяс килмен пек утаççĕ. Ĕçе ырана хăварма май пур тăк хăвараççех.

- Испансем укçа, социаллă лару-тăру тата вилĕм çинчен пачах калаçмаççĕ пулин те сирĕн тăрăхри масарсем питĕ хитре иккенне пĕлетĕп.

- Чăн та, çынна палламастăн пулсан унпа политика, тĕн, социаллă лару-тăру пирки калаçмаççĕ, ку килĕшÿсĕр. Çăвасем нумай хутлă хваттерсем пек, хула пысăкăш, кунта ятарлă транспорт çÿрет. Вĕсем питĕ хитре, куршаксенче чечексем ÿсеççĕ. Вилене ешчĕке хураççĕ. Çынна пытарнă чухне илемлĕ тумланаççĕ, никам та макăрмасть...

- Испанире уяв, фестиваль нумай. Эсĕ вĕсене хутшăннă-и?

- Çапла, унта пырса кĕрсен пĕр-пĕр уява е карнавала лекетĕнех. Коррида вăхăтĕнче тореро вăкăра вĕлерет, кун пек мероприятие паянхи кун та çын йышлăн пухăнать. Пĕтĕм арена шавлать. «Ла Томатина» фестивальре çынсем пĕр-пĕрне помидорпа персе хĕп-хĕрлĕ пулаççĕ, унта чи пĕчĕккисенчен пуçласа ватăсем таранах хутшăнаççĕ. Ку уява питĕ каяс килет, анчах çитеймерĕм-ха.

- Сирĕн тăрăхра проститутка йĕркеллĕ специальноç шутланать. Ку пирĕншĕн тĕлĕнтермĕш.

- Хăйсен ÿтне сутакан çынсен медицина страховки пур. Вĕсене отпуска яраççĕ, социаллă ытти çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ.

- Виктор, эсĕ кунти каччăсенчен чылай уйрăлса тăратăн. Афроçивĕтсемпе хăçан çÿреме тытăнтăн?

- Раççее киличчен Литвара пурăнтăм. Унта Боб Марли мусăкçă пултарулăхĕпе паллашрăм. Юлташсемпе чаплă юрăç хайлавĕсене итлеттĕм, ыттисем пек пулас мар тесе пуçа çакнашкал çивĕтсемпе илемлетрĕм. Çÿçе пăхма хам валли юлташ тупрăм, хĕр дредсене уйрăммăн çуса типĕтет, ирсерен массаж тăвать.

- Ыттисенчен уйрăлса тăнине кура Шупашкар çамрăкĕсем санпа еплерех калаçаççĕ?

- Кунта темĕнле пăтăрмаха та лекме тÿр килчĕ. Пĕррехинче ĕçрен таврăннă чухне 15 çулти яш сырăнчĕ. Ăна манăн прическа килĕшмерĕ пулас, туртмалли ыйтрĕ. Пирус çуккине пĕлтерсен те хăпмарĕ. Хăйне пĕрремĕш хут çеç куратăп пулин те: «Ман валли мĕншĕн пирус илсе тухмарăн?» - тесе чăркăшрĕ. Акăлчанлах вăрçрĕ. Тата Шупашкарти каçхи пĕр клуба кайнăччĕ, хуралçăсем манăн прическăна курсан эпĕ урăх халăх çынни пулнине ăнланчĕç, ташă каçне иртме ирĕк памарĕç. Туссем ÿкĕтленипе çеç клуба кĕме пултартăм. Унта та канлĕ канаймарăм. Пукан çинче лараттăм, пĕр каччă çулăхрĕ, ăна та манăн çивĕтсем чăрмантарнă иккен.

- Чăваш Енĕн тĕп хулинчен писмерĕн-и?

- Шупашкарта мана пĕтĕмпех килĕшет, сивĕ çанталăкпа шурă юра та кăмăлларăм. Троллейбусра кондуктор пурри кăмăла кайрĕ, Испанире транспорта лариччен карточка туянмалла, хăш чух ăна илме те манатăп. Кунта вара ятарлă çын хăех пырать те укçа ыйтать. Анчах расизм палăрни килĕшмерĕ. Ыттисенчен уйрăлса тăракана хисеплеменнисем, кÿрентерме хăяканнисем пур. Ырă çынсем те çук мар паллах. Пĕррехинче урама тухсан пăрлак çулпа утаттăм, шуса ÿкес патне çитрĕм. Пĕр арçын пычĕ, акăлчанла калаçса хулран тытрĕ те хăрушсăр çул тупма пулăшрĕ. Кунти çынсемпе туслашма çăмăл.

Алена АЛТУХОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.