«Чăваш тĕнĕ чи малтанах тухнă. Кирек хăш этем те çĕр çине чăваш пулса килет. Никам та тÿрех хĕрес çакса тухмасть. Кайран тин тĕрлĕ тĕне йышăнаççĕ. Эпир нимĕнле ярлăк та çакса ямастпăр хамăр çине. Чăн тĕнпе пурăнатпăр».
Паян мĕнле кун пулнине, савнă мăшăра, юратнă çынна Çветтуй Валентин кунĕ ячĕпе саламлама манман-и? Пĕр-пĕрне савакансен пĕр пайĕ хăйсен юратăвне çирĕплетсе йăва çавăрма паянхи куна суйланă. Паллах, çемьери тăнăçлăх хитре хисепе кăтартакан е пĕр-пĕр уявпа çыхăннă кунра пĕрлешнинчен çеç килмест.