Культура

2 Ака, 2015

Ăна панă пÿлĕхçĕ вĕри юнпа çемçе чун

Кăçал чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа - 125, вилнĕренпе 100 çул çитрĕ. Çавна май Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çĕнĕ спектакль хатĕрлерĕ. И.С.Максимов-Кошкинскин иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çырнă пьеси тăрăх «Вĕри юнлă çемçе чун» /Константин Иванов/ драма лартрĕ.

2 Ака, 2015

Савни ача кĕтетĕп тесе улталарĕ

Ăнсăртран сирĕн çурăм шурални, пушмак кантри салтăнса кайни çинчен вĕçĕмех асăрхаттараççĕ-и? Апла апрелĕн 1-мĕшĕ çитрĕ! Пирĕн çĕршывра вăл официаллă уяв шутланмасть, çапах пысăккисем те, пĕчĕккисем те ăна савăк кăмăл парнеленĕшĕн юратаççĕ. Шÿт-кулă этем ĕмĕрне вăрăмлатать-çке.

2 Ака, 2015

Сумлă ят илессишĕн йăлăнман, кĕлмĕçленмен

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, "Çеçпĕл" ансамбль солистки Ольга ПРОКОПЬЕВА сцена çине юрлама тухсан зал илемпе тата çутăпа тулнăн туйăнать. Йăрăс пÿллĕскер, пиçсе çитеймен çĕмĕрт куçлăскер, пукане пек хитрескер сассипе çеç мар, хусканăвĕпе те куракана тыткăнлать.

1 Ака, 2015

Полковник та, ăсчах та

Филологи наукисен кандидачĕ, литература тĕпчевçи Николай Степанович Дедушкин доцент 1915 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Тутарстанри Пăва районĕнчи Элшей ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ачаранах ашшĕ-амăшне кил-тĕрĕшре пулăшнă, шкулта та «5» паллăпа çеç вĕреннĕ. Ялти ытти ача пекех пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Шел, хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне ĕç патне питех çыпăçтармасть. Ăна пула çеç çын чапа тухать-çке. Ахальтен ваттисем: «Ÿркев ÿкерет, ĕç - çĕклет», - тесе каламан.

1 Ака, 2015

Юнĕ - вĕри, чунĕ - çемçе

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çырнă «Константин Иванов» пьесине сцена çине кăларчĕ. Малтанах вăл халăх умне çак ятпа тухнă, иккĕмĕш хутĕнче вара - «Тăвăл хыççăн тăвăл».

Pages