- Чăвашла верси
- Русская версия
Савни ача кĕтетĕп тесе улталарĕ
Ăнсăртран сирĕн çурăм шурални, пушмак кантри салтăнса кайни çинчен вĕçĕмех асăрхаттараççĕ-и? Апла апрелĕн 1-мĕшĕ çитрĕ! Пирĕн çĕршывра вăл официаллă уяв шутланмасть, çапах пысăккисем те, пĕчĕккисем те ăна савăк кăмăл парнеленĕшĕн юратаççĕ. Шÿт-кулă этем ĕмĕрне вăрăмлатать-çке.
Кулăш кунĕнчи пăтăрмахсемпе кăсăкланса республикăри влаç ертÿлĕхĕнче ĕçлекенсене чăрмантартăм. 3 министр, район администрацийĕн 4 пуçлăхĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн 2 депутачĕ, тепĕр уполномоченнăй, прокурор... патне шăнкăравларăм. "Министрăн шÿт шухăшĕ мар, унăн ĕçĕ çав тери яваплă", - терĕ пресс-служба ĕçченĕ. "Эпĕ отпускра, интервью памастăп", - пĕлтерчĕ депутат. "Интервью мар-ха..." - хăпмарăмăр унран. "Апла укçа кирлĕ-и?" - тенине илтсен тĕлĕнсех кайрăм. Çапах пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшекенсем те тупăнчĕç.
Лев СЕРДЦЕВ, "Чăвашсем" КВН командин ертÿçи:
- Манăн юлташпа пулса иртнĕччĕ ку. Çакскер пĕлĕшĕн телефонне вăрттăн илнĕ те контактсен журналĕнчи хăйĕн ятне "Атте" тесе улăштарса хунă. Кайран "Ывăлăм, паян киле килмесен те пултаратăн" тесе СМС-çыру çырса янă. Мĕскĕн каччă аптăрасах ÿкнĕччĕ.
Леонид АНТОНОВ, "Аsамат" ушкăн юрăçи, АВАН PARTY чăвашсен чаплă каçĕн ертÿçи:
- Пĕлтĕр мана чун савни ача кĕтнине пĕлтерчĕ. Савăннипе ăна шăматкунах качча илме шантартăм. Хырăм ÿсет, 9 уйăх иртрĕ, çулталăк... Пепке çук. Кондитер фабрикинче ĕçлекен пикен "ача" ашшĕ "Кайăк сĕткенĕ" пулнă иккен.
Виталий СЕРГЕЕВ, Çамрăксен театрĕн артисчĕ:
- Арăмпа хирĕçрĕмĕр. Мирлешес тесе кинона чĕнтĕм. Кайрăмăр хайхи "Çеçпĕле". Чуна пырса тивмелле фильм пăхрăмăр. Мăшăрăм, туйăмлăскер, йăлт макăрса пĕтрĕ... "Мĕнле кино куртăмăр? Пĕлетĕн-и?" - ыйтрăм арăмран хулĕнчен çавăтса пынă май. Çук, пĕлмест иккен. "Дуры" ятлă теме ĕлкĕртĕм çеç... Хĕрарăм каллех чашкăрса кайрĕ.
Алина ИЗМАН.
Комментари хушас