Культура

27 Пуш, 2015

Ырă сăнĕ - çăлтăр пек

«Эпĕ пичче вырăнĕ умне пырса тăтăм. Пичче никама та палламасть, куçĕсем улшăнса кайнă, сывлăшĕ аран анчах тухать. Унăн умĕнче эпир виççĕн: атте, анне тата эпĕ. Пĕр çирĕм минут хушши эпир нимĕн шарламасăр тăтăмăр. Пиччен кăкăрĕ йывăррăн çĕкленет, пырĕ хăйкăлтатать, - сывлама сывлăш çитмест.

27 Пуш, 2015

«Хыпар» хаçата вăхăтра валеçмеççĕ

Эпир, 80 çулсенчи ватăсем, çырăнтару тапхăрне час-часах иртнĕ вăхăтрипе танлаштаратпăр та иккĕленÿ туйăмĕ çуралать: пичет кăларăмĕсене çитес çур çулта илсе тăмашкăн тăкакланмалла-и е тăкакланмалла мар-и? Тĕслĕхрен, "Хыпар" хаçатшăн почта уйрăмĕнче - 737,70 тенкĕ тÿлемелле, альтернатив мелĕпе /малалла - а/м/ - 144 тенкĕ, "Кил-çурт, хушма хуçалăхшăн" - 192,66, а/м 81 тенкĕ, "Сывлăхшăн" - 215,4, а/м 81,7 тенкĕ, "Пурнăç çулĕ" кăларăмшăн - 330, а/м 171 тенкĕ. Хаçатсене çур çуллăха 1475 тенкĕлĕх çырăнайăп. Çав шутран 998-шĕ почта тытăмĕнче юлать.

27 Пуш, 2015

Чун-чĕре те таса пултăр

– Мăнкун умĕн пÿрт çăвассине кам шутласа кăларнă-ши? Халĕ тирпейлĕ пурăнатпăр та, кашни çулах тăвас килмест çакна.

Игнатий атте (СУРАНОВ) Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр чиркĕвĕн настоятелĕ хуравлать:

27 Пуш, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 6-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

«Капкăн» тухма пуçланăранпа кăçал 90 çул çитрĕ. Журналăн 6-мĕш номерĕ паллă çак пулăма халалланă. Вăл Сергей Мягковăн «Капкăн" - 90-ра» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Юбилей номерĕ ыттисенчен хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăрать.

Pages