- Чăвашла верси
- Русская версия
Ăна панă пÿлĕхçĕ вĕри юнпа çемçе чун
Кăçал чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа - 125, вилнĕренпе 100 çул çитрĕ. Çавна май Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çĕнĕ спектакль хатĕрлерĕ. И.С.Максимов-Кошкинскин иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çырнă пьеси тăрăх «Вĕри юнлă çемçе чун» /Константин Иванов/ драма лартрĕ. Премьера мартăн 25-мĕшĕнче иртрĕ.
Чаршав уçăличчен сцена çине СССР халăх артисчĕ, спектакль режиссерĕ тата художникĕ Валерий Яковлев тухрĕ. «Ку спектакле унччен «Тăвăл хыççăн тăвăл» ятпа халăх умне кăларнă. Пьесăн хальхи ятне «Нарспирен» илнĕ. «Вĕри юнлă çемçе чун» сăмахсем Сетнер çинчен. Эпир пурте ку поэмăна вуланă. Анчах спектакле хатĕрленĕ чухне хайлава та, К.Иванова сахал пĕлнине ăнлантăм. Çĕнĕрен тишкерсен хальччен курманни уçăлчĕ. Тепĕр хутчен чун витĕр кăларса «Нарспие» вулама сĕнес килет. Унта чăваш тĕнчи урлă этемĕн пĕтĕм тĕнчи палăрть», - палăртрĕ Валерий Николаевич. Малалла вулас...
Комментари хушас